Комментари хушас

21 Чÿк, 2017

Чăваш Енре наградăсен пухмачĕ çултан-çул пуянланать

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене пухрĕç.

ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Раççейĕн пĕрлештернĕ командисене 174 спортсмен лекнĕ. «Питĕ пысăк хисеп ку. Халиччен кунашкалли пулманччĕ. 10 уйăх хушшинче Чăваш Ен спортсменĕсем пĕтĕм тĕнчери турнирсенче 100 ытла медаль çĕнсе илчĕç. Наградăсен пухмачĕ кĕркунне уйрăмах пуянланчĕ. Яланхи пекех шашистсем, самбистсем, кĕрешÿçĕсем, армрестлерсем савăнтарчĕç. Çамрăк полиатлонистсен çитĕнĕвĕ пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ», — терĕ Сергей Сильвестрович.

Акă авăн уйăхĕнче япăх илтекен армрестлерсем тĕнче чемпионатĕнчен /Венгри, Будапешт/ 10 медальпе таврăннă. «Чăваш Ен чысне 6 пăхаттир хÿтĕлерĕ. Кашни хăйĕн виçинче лайăх кăтартусемпе палăрчĕ, пĕри спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне тултарчĕ», — пĕлтерчĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Алексей Атласкин.

Çак сумлă ята чăваш аэробисчĕ Алексей Германов та тивĕçнĕ. Шупашкар каччи авăн уйăхĕн вĕçĕнче Италире иртнĕ Европа чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Ку спортра норматива пурнăçлама çăмăлах мар. Йĕрки питĕ çирĕп: спортсменсемпе командăсен шутне тĕпе хураççĕ. Кăçал ăмăртăва 6 ытла çĕршыв атлечĕсем хутшăнчĕç», — пĕлтерчĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук.

Тĕлпулăва çавăн пекех Европа кубокĕнче тата тĕнче турнирĕнче çĕнтернĕ самбо ăсти Вера Лоткова, унăн юлташĕ Александр Федоров /Европа кубокĕ, «ылтăн»/, пауэрлифтинг маттурĕ Полина Кириллова /тĕнче ăмăртăвĕ, «ылтăн»/, юниорсен чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ Алена Тимофеева кĕрешÿçĕ тата ыттисем хутшăнчĕç. Вĕсем ют çĕршыва епле кайса килни, ăмăрту епле иртни çинчен каласа пачĕç.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 
Теги: