Комментари хушас

Уйра хăватлă техника йывăррăн кĕрлет. Çанталăк уяртнă пулин те лаптăкра çав-çавах йĕпе, путать. «Кунта çулла та йĕркеллĕ типмест. Пирĕн тăрăхра çĕр чаплах мар. Çумăр çусан анана кĕреймĕн, хĕвел пăхсан чул пек хытать», — ăнлантарчĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Валерий Антонов трактор çинчен аннă май. Кĕрхи çĕртме тăвать иккен вăл.

Çур ĕмĕре яхăн ака-сухара тăрăшаканскер уй-хире тухичченех хăш лаптăкра çĕр пиçсе çитнине, ăçта сухалама тăхтамаллине пĕр йăнăшмасăр калама пултарать. Чухăн хирте те пысăк тухăç илме пултараççĕ Пучинкесем. Кăçал та гектар пуçне 30 центнера яхăн вырса кĕртнĕ.

Валерий Алексеевичăн пурнăçĕ ачаранах «Красный партизан» колхозпа çыхăннă. Шкулта чухне вăл каникулта хуçалăха пулăшма çÿренĕ. Унтан çамрăк каччă машинист-тракторист профессине алла илнĕ. Пысăк укçа шыраса аякка тухса кайман, тăван тăрăхрах тымар янă, колхоза вырнаçнă. Хăнăхмалла тенĕн каччăна кивĕ ДТ-75 трактор шанса панă.

— 1972 çулта малтанхи хут трактор çине лартăм. Анчах руль вырăнне рычаг тытма тиврĕ. Мĕн тăвăн, ун чухне хальхи пек чаплă техника пулман. Çÿхе тимĕртен çапкаласа тунă кабинăра çил витĕр вĕрнĕ. Ака-сухара вара куç курми тусан тулатчĕ. Юрать, çамрăк пулнă та чăтнă, — аса илет механизатор. — Кайран урапалли, гусеницăлли çине ларнă. Çапах хальхипе танлаштараймăн: кабинăра таса, ăшă, ĕçлеме условисем йăлтах пур.

Руль умне лариччен техникăна тĕплĕ тĕрĕслет вăл. Пĕчĕк кăлтăк та ĕçре пысăк чăрмав кÿме пултарать-çке.

Ĕçчен те сăпайлă, кăмăллă çын хăй пирки сăмах ваклама килĕштермест. «Ака-сухара вăй хумасăр, тăрăшмасăр пулмасть. Çуркунне лаптăка çиелтен шăйăрса кайни тÿрех çиеле тухать: калча йĕркеллĕ шăтмасть, тырă пулмасть. Хуçалăха тăкак кÿрет», — палăртрĕ вăл. Икĕ çул каялла Валерий Антонова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята пани унăн ĕçĕ-хĕлне, тăрăшулăхне туллин уçса парать. Пултаруллăскер районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче темиçе хут та малти вырăна йышăннă.

Çĕршыв рынок тапхăрне куçнă май республикăри чылай хуçалăх арканчĕ. Пучинкесем «Красный партизан» колхоза сыхласа-упраса хăварма пултарни кунта хастар та ĕçчен, маттур çынсем пурăннине çирĕплетет.

— 45 çул хушшинче виççĕмĕш ертÿçĕпе ĕçлетĕп. Вĕсем чылай вăхăт тата пĕлсе ертсе пыни хуçалăха арканма памарĕ. Чăн та, пирĕн те йывăр тапхăр пулчĕ. Николай Иванов ертÿçĕ çине тăнипе, колхозниксем тăрăшнипе лава шурлăха путма памарĕç, туртса кăларчĕç. Хуçалăх йĕркеллĕ ĕçлени ял çыннисемшĕн те аван. Хушма хуçалăха аталантарма пулăшать: тырă, утă-улăм уйăрать. Шалăвне те вăхăтра илетпĕр. Ĕç, укçа пулсан çамрăксем те вырăнтах тымар яраççĕ, — палăртать Валерий Алексеевич.

Пулас мăшăрĕпе Галина Ивановнăпа Валерий Антонов ачаранах пĕр-пĕрне пĕлсе ÿснĕ. Шкулта та пĕрлех вĕреннĕ. Çемье çавăрнăранпа кĕçех 40 çул çитет. Вĕсем ывăлпа икĕ хĕрне ура çине тăратнă.

Çемье хуçи пушă вăхăт тупсанах алла кĕнеке тытать. Илемлĕ литературăна кăмăллани хăй вăхăтĕнче йĕр хăварнă. Пĕррехинче романри сăнара ытараймасăр пĕр хĕрне унăн ячĕпе çыртарнă. Халиччен илтмен Лейла ята тăванĕсем вăрах вăхăт хăнăхнă. Валерий Антонов техникăна юратнине вара ял-йыш та пĕлет. Килĕнче тракторсен пысăк мар коллекцийĕ упранать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та техникăран, уй-хиртен уйрăлма васкамасть вăл. Хĕрÿ тапхăрта киле çывăрма кăна çитет пулин те ÿпкелешмест. Юратнă ĕç, тăван тавралăх ăна вăй-хăват парса тăрать тейĕн.

— Çуркунне ака-сухана тухнишĕн, çанталăк чĕрĕлнишĕн, кĕркунне вара уй-хиртен тыр-пула пуçтарса кĕртнишĕн савăнатпăр. Хĕле кĕрсен каллех çур акине кĕтме тытăнатпăр — чун-чĕре анлă хире туртать. Малашне те ĕçлеме сывлăх кăна пултăрччĕ, — терĕ ĕç ветеранĕ.

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.