Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Журналистсене – преми

ЧР Журналистсен союзĕ Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисене илмелли ĕçсене йышăнма пуçланă.

Конкурссене Журналистсен союзĕнче тăракансем, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче тата ытти медиатытăмра ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. 2017 çулта хаçат-журналта пичетленнĕ, радиотелеканалсен эфирне тухнă, информаци агентствисен сайтĕнче тата уйрăм кĕнекен кун çути курнă ĕçсене раштавăн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Çемен Элкер премине — экономикăри, культурăри, наукăри çивĕч ыйтусене хускатакан, халăх кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнлакан тата паянхи çын сăнарне лайăх уçса паракан, Николай Никольский премине — чăваш халăхĕн наци аталанăвĕпе халăхсен туслăхĕн темисене çутатнăшăн, Леонид Ильин премине ял хуçалăха аталантарассипе, çут çанталăка упрассипе тата ял пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене хускатса çырнă ĕçсемшĕн параççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.