Комментари хушас

30 Чÿк, 2017

Пĕчĕк чухнех артистка пулма ĕмĕтленнĕ

Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче пурăнакан ватăсем халĕ те астăваççĕ ăна — шÿтлеме юратаканскере, карчăка сăнлаканскере, юрра-ташша ăстаскере, çуллахи каçсенче юлташĕсене пуçтарса урамра концерт- спектакль кăтартнăскере. Сăмахăм «Чăнкă чăваш бабкисенчен» пĕрин пирки — Ольга УХТЕРИКОВА çинчен. Вăл пĕчĕк чухнех артист пулас тĕллевпе телевизор умĕнчен кайман, çак аппаратура çумне пырса ун ăшне мĕнле кĕрес-ши тесе пуç ватнă…

1. Пĕлтерÿсем. Хама астума пуçланă тăрăх, телевизор ăшне артистсем мĕнле кĕнĕ-ши, шала ăçтан лекес-ши тесе йĕри-тавра хыпаланса çÿреттĕм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — кÿршĕри ача-пăчапа çулла каçсерен урамра концерт лартма тытăнтăмăр. Анне лавккана çăкăр илме яратчĕ те таврăннă чухне çул тăршшĕпе юпасем çумне пĕлтерÿ çыпăçтараттăмăр. Темшĕн вырăсла çырнă вара?.. Ялта пĕр карчăк пурччĕ. Турра хытă ĕненекенскер пÿртне электричество та кĕрттерменччĕ. Хутла пĕлместчĕ вăл. Юпа çинчи пĕлтерĕве курсан хăраса кайнă та кÿршĕри тепĕр ватта чĕннĕ. Вырăсла çырнăран вăл та вулайман. Хытă хăранăскерсем «Вăрçă пуçланать, листовкăсем салатаççĕ» тесе тата теприне чĕннĕ. Эпир концерта йыхравлани аран уçăмланнă.

2 Тăм çырминче. Я л х ĕ р р и н ч е çырма, пĕве. Пĕтĕм ачалăхăм çавăнта иртрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Атте-анне хур-кăвакал илсе паратчĕ. Вĕсене вĕтĕр-шакăрăнастумалла-çке. Пĕве хĕрринчен килме вăхăт çукчĕ. Малтан унта ĕне ферми пулнă. Ăна пăссан хăмасене йăтса хамăра май сцена турăмăр, килтен пусма илсе килсе чаршав çакрăмăр. Ÿссен Тăм çырминче театр тума ĕмĕтленеттĕмĕр. Атте ăста платник пулнă пирки пÿртне туса парать, Миша пичче электричество кĕртет тесе планлаттăмăр. Аннесен ĕлĕкхи кĕписене йăтаттăмăр, пушă консерв банкисенчен тенкесем касса кăларса капăрлататтăмăр. Музыка инструменчĕсене те хатĕрленĕ. Тĕрлĕрен сасă пултăр тесе сăра кĕленчисен ăшĕсене — пĕрне тырă, теприне — кантăк ватса, виççĕмĕшне тата мĕн те пулин тултараттăмăр. Эпĕ килте чи кĕçĕнни. Ман умĕнхи Тамара ялан вăрçтаратчĕ. Пĕлтерÿсем кашни урамра çакнă эпир. Аппа манăн тумтире пытарса хуратчĕ-çке. Килте ĕçлемелле тесе кăларса ярасшăн марччĕ. Ватăсем вара кĕтсен-кĕтсен хăйсем килсе чĕнетчĕç. Пурпĕрех тухса каяттăм. Артист пулас килни манра тапса тăратчĕ. Карчăк-кĕрчĕк савăнатчĕ. Пире хавхалантарса кукăль-çăмахпа хăналатчĕ. Концертпа уя, йĕтем çине колхозниксем патне çÿреттĕмĕр. Фермăра дояркăсем пире кĕтсе илмесĕр каçхи сăвăма тытăнмастчĕç. Шÿтсем лартаттăмăр. Арçын ачасем питех хутшăнман пирки старик рольне выляттăм. Сцена çинче шÿт кăтартнă чухне пĕрин мана çапнă пек тумаллаччĕ, анчах вăл маннă-ши роле кĕрсе кайса — турчăкапа хытах тăсса пачĕ, чылайччен кăвак çÿрерĕм.

3. Пилĕк пĕртăван. Аслисем Надьăпа Вова пĕрлеччĕ. Эпир Саша, Тамара тата эпĕ кĕçĕнреххисем килте ĕçлеттĕмĕр. Тамарăпа пÿлĕмсенчи урай хăмисене пайласа çăваттăмăр. Анне дояркăра вăй хунă пирки шкула кайиччен ирхине выльăха хамăрăн пуçтармаллаччĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.