Комментари хушас

30 Чÿк, 2017

Итали çăлтăрĕн кукамăшĕ – чăваш

Пытармастăп: ют çĕршыв çыннинчен, тĕнче шайĕнчи паллă артистран — пушшех, интервью илсе курман. Çын мĕн чухлĕ ăслăрах, унпа хутшăнма çавăн чухлĕ ансат пулнине тахçанах ăша хывнă. Çавăнпа та нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ фестивале килнĕ Европăри чаплă юрăçсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупрăм.

Артист пулса… çуралнă

Греци хĕрĕпе Мария Девитза-

кипе тăлмачă урлă калаçрăмăр.

Раççейре вăл — пĕрремĕш хут. Апла

тăк пирĕн çĕршывпа паллашасси,

ăна хакласси, пĕтĕмлетÿсем тăвас-

си чăвашсенчен нумай килчĕ.

Карап капитанĕн хĕрĕ Мария

хăйне артист пулса çуралнă тесе

шутлать. Грецири Салоники ху-

линче музыкăна юратакан çемье-

ре ÿснĕ вăл, аслашшĕ хорта юрла-

нă. 3 çулта чухне Мария унăн кон-

цертне килнине астăвать. Ашшĕн

чĕркуççийĕ çинче ларакан хĕрача

макăрса янă. Куляннипе мар, юр-

лани чуна пырса тивнипе. «Манăн

виçĕ чун киленĕçĕ: юрласси, çул

çÿрев, чĕлхесем вĕренесси», — пы-

тармарĕ юрăç. Вăл итальян, грек,

нимĕç, акăлчан, француз чĕлхисем

пĕлет, халĕ вырăсла вĕренет.

Мария Люксенбургра пурăнать.

Европăри опера театрĕсем унпа

контракт çыраççĕ, çавна май яла-

нах тĕрлĕ çĕршывра пулма тивет.

Пĕр вăхăт Германире пурăннă. Ма-

рия каланă тăрăх, Грецире йывăр

лару-тăрăва пула оперăсем сай-

ра иртеççĕ. Халĕ ку тĕллев валли

укçа уйăрсах каймаççĕ. Экономика

кризисĕ искусствăна аталанма чар-

нăшăн Мария питĕ\пăшăрханать.

Греци çыннисем вара оперăна питĕ

кăмăллаççĕ-мĕн.

Икĕ кун Шупашкарта пурăнса

чăвашсем те оперăна килĕштер-

нине асăрханă вăл. Лавккара япа-

ла пăхса çÿренĕ чухне пĕр сутуçă

ют çĕршыв çыннисем кунта мĕнле

лекнипе кăсăкланнă. Мария опе-

ра юрăçи пулнине, фестивале кил-

нине каланă. «Пĕлетĕп! Апла эсир

гала-концертра юрлатăр пуль-ха?

Эх, шел, эпĕ кайса кураймастăп,

ĕçлемелле», — тенĕ сутуçă. «Сирĕн

халăх культура пурнăçĕпе кăсăклан-

нине пĕлтерет ку», — пĕтĕмлетрĕ

чикĕ леш енчен килнĕ хăна. Чăваш-

сем сăнран ытти халăхран уйрăлса

тăнине, çынсем уçă чунлă пулнине

асăрханă. Вăхăт хĕсĕккине пула ху-

лапа паллашма ĕлкĕреймен, çапах

Атăла курнишĕн хĕпĕртенĕ. Мария

пирĕн патра тепĕр хут килме хирĕç

мар. Унпа пĕрле Шупашкара упăш-

ки Бенуа та килнĕччĕ. Унăн аллинче

— видеокамерăччĕ, вăл арăмĕ юр-

ланине, хулари илемлĕ вырăнсене

ÿкернĕ. Пирĕн калаçăва та çырчĕ!

«Чăваш Ен тесен пуçа чи мал-

тан мĕнле шухăш килет?» — кăсă-

кланчĕ Мария. Эпĕ ăна К.Ивановăн

«Нарспийĕ» çинчен каларăм, вăл

поэмăна интернетра тупса паллаш-

ма шантарчĕ. Эпĕ вара «Çамрăксен

хаçачĕн» электрон версине элек-

трон почтăпа ярса пама килĕшрĕм.

Халĕ ют çĕршывра та чăваш хаçачĕ

пирки пĕлеççĕ.

Чи йывăр арисем

Тĕнчери опера искусствин çутă

çăлтăрĕсенчен пĕринпе, Италирен

килнĕ Дария Маринипе, калаçма

çăмăлрах пулчĕ — вăл вырăс. Ку

çеç те мар,\унăн кукамăшĕ чăваш

иккен!

«Кукамай пĕрмай эпĕ ăнлан-

ман чĕлхепе юрлатчĕ, такмак ну-

май пĕлетчĕ. «Мĕнле тарапар ку?»

— тесе ихĕлтететтĕм. Вăл чăвашла

юрланă иккен. Халĕ кукамай вилнĕ.

Шел, хăй вăхăтĕнче кирлине ыйтса

пĕлеймен. Кукамайăн тĕрĕс ятне те

калаймастăп, мĕншĕн тесен вăл ют

çын ячĕпе пурăннă. Паспортра — Ли-

дияччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ремесла

училищине каяс тесе, аслăрах ку-

рăнассишĕн, аппăшĕн докуменчĕ-

сене вăрласа тарнă вăл. Хăйĕн пир-

ки питех каласа кăтартман, ку хура

чатăр хыçĕнчи вăрттăнлăх пулнă.

Тăванĕсемпе çыхăну татăлнă. Ку-

камай çут çанталăк туррисене пуç

çапатчĕ. Халăх сăмахлăхне нумай

пĕлнĕрен ун пирки «утакан фоль-

клор» тейĕттĕм.

Кукаçи — Мичун хушаматлă

çурма латыш, çурма поляк. Ăна Яку-

тие репрессиленĕ. Кукамай унта

мĕнле лекнĕ — пĕлместĕп, вĕсем

çавăнта паллашнă. Ссылка хыççăн

асаннепе асатте Самарăна куçса

килнĕ, кунта манăн анне çуралнă.

Аттепе аннен шăпи те инте-

реслĕ: вĕсем БАМ тума кайсан пал-

лашнă. Байкал хĕрринче пурăннă

малтанах. Эпĕ ача чухне музыка

шкулне çÿреттĕм. Сĕрме купăса ма-

мăк тутăрпа чĕркеттĕм те Алдан ху-

лине автобуспа 10 çухрăм ытла ка-

яттăм. «Акă çемьере тепĕр артист

тупăнчĕ. Ĕçлекен кам пулать?» —

шÿтлетчĕ кукамай. Эпĕ хорта со-

листкăччĕ. «Кĕмĕл\шăнкăрав пек

таса та çăмăл сасă», — мухтатчĕç

мана. Анчах эпĕ çитĕнсен артист

пулас темен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш

çулĕсенче чылайăшĕ финанси-

ста, юриста каятчĕ. Шкул пĕтерсен

юрлас кăмăл çĕнтерчех, институ-

та эстрадăпа джаз уйрăмне кĕтĕм.

Кайран ăнлантăм: ку мана валли

мар, сасă аталанмасть. Вĕренте-

кен Аве Мария юрлама ыйтрĕ. Мана

питĕ килĕшрĕ, эпĕ классикăпа кăсă-

кланма тытăнтăм. Эстрадăпа джа-

за пăрахса ГИТИСа кĕтĕм», — аса

илчĕ Дария. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.