Комментари хушас

7 Раштав, 2017

Тутарла сăвă вуласа çĕнтернĕ

Çынна тÿрех палласа илеймесен: «пуян пулатăн е авланатăн» теççĕ. Эппин, Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕ Владислав Московцев çывăх вăхăтрах миллионера çаврăнĕ. Е çемьеленĕ... Ма тетĕр-и? Ара, ăна сăн ÿкерчĕкре тÿрех паллаймарăм. Сăлтавĕ — тюбетейкăра. Владислав Московцев унта çак калпака тăхăннă та кăмăллăн йăл кулать. «Ирхи кăмăл» тата «Каçхи микс» кăларăмсене ертсе пыраканскер нумаях пулмасть Хусанта пулнă, федерацин Атăлçи тăрăхĕнче иртнĕ «Наци пуянлăхĕ» конкурса хутшăннă, «Илемлĕ сăмах» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл! Сцена çине Влад тюбетейкăна алăра тытса хăпарнă, тутарла тата чăвашла сывлăх суннă хыççăн Яков Ухсайăн «Мана тутар сăнарлă теççĕ», Габдулла Тукайăн «Туган тел» сăввисене чуна тыткăнламалла вуланă.

Çак конкурса кăçалхипе пиллĕкмĕш хут хутшăннă Владислав. Ытти çулсенче те вăл мала тухнă. «Тупăшăва Атăлçи тăрăхĕн çамрăкĕсем кăна мар, Казахстан, Китай, Дагестан яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те хутшăнать. Питĕ интереслĕ конкурс. Унтан яланах хавхалануллă, çĕкленÿллĕ туйăмпа таврăнатăп. Пĕчĕкренех сăвă вулама кăмăлланăран «Илемлĕ сăмах» номинацие суйлатăп. Паллах, хутшăнакансем чылай пулнăран çĕнтерме çăмăл мар. Кун йышши конкурссем питĕ кирлĕ, вĕсене хамăр республикăра йĕркелесен те аван пулĕччĕ», — пĕлтерчĕ дипломпа, кубокпа тата парнепе таврăннă каччă. Кĕске вăхăтрах тĕрлĕ мероприяти ертÿçи пек палăрма ĕлкĕрнĕ Влад малашне хăй конкурсра вуланă сăвăсене видео ÿкерес шухăшлине те палăртрĕ. Çапла майпа вăл çамрăксене литературăпа, поэзипе кăсăклантарасшăн.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.