Комментари хушас

12 Раштав, 2017

Çак уйăх вĕçĕнче Чăваш Енри чи лайăх служащисене палăртĕç

Ĕнер, раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче, патшалăхăн чи лайăх гражданла служащине палăртассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев ертсе пынă. 

Чи лайăх служащи ята илессишĕн кăçал конкурса 19 специалист хутшăнать. Ĕнерхи ларура вĕсен вырăнти хăй тытăмлăх тухăçлăхне ÿстерессипе хатĕрленĕ проекчĕсене презентациленине хакланă. Калаçу мелĕпе те служащисен пултарулăхне тишкернĕ. Патшалăх службинче тăрăшакансен професси ăсталăхне çак уйăхăн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче пĕтĕмлетĕç.