Комментари хушас

14 Раштав, 2017

Питĕрте юрлать «Тăрна»

Пушкăртпа Корея каччисене тата чăваш хĕрне мĕн çыхăнтарать? Музыкăна юратни. Тимур Маматовпа Денис Ким, Наташа Васильева ăна чунран парăннă, пурнăç çулĕпе юрă-кĕвĕпе утаççĕ. Санкт-Петербургра пурăнакан çамрăксем Японире анлă сарăлнă джи-поп музыкăпа кăсăкланаççĕ, «Токидоки» ушкăнра яппунла юрлаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем «Тăрна» ансамбль йĕркеленĕ. Халĕ ушкăн Питĕрте пурăнакансене чăвашăн хăйне евĕрлĕ юрри-кĕввипе паллаштарать.

Чăвашла пачах пĕлмен каччăсем чăваш ансамблĕнче юрланинчен тĕлĕнмелле вĕт? Дениспа Тимур пирĕн чĕлхепе пачах калаçмаççĕ, анчах май килнĕ таран, хăйсем пĕлнĕ пек, Наташăпа пĕрле юрлаççĕ. Пике — Шупашкартан, 4 çул каялла вăл çемйипе пĕрле Питĕре куçса кайнă. Наташа чăваш халăх юррисене питĕ кăмăллать, çакă ăна амăшĕнчен куçнă. Кукашшĕ те, Валентин Савелькин, хăй вăхăтĕнче халăх ансамблĕнче юрланă. Валентин Петрович пурнăçран уйрăличчен вăрçă асапĕ çинчен «Элчел» кĕнеке кăларма та ĕлкĕрнĕ. Çывăх çыннисем тăрăшнипех хĕрача вокал студине, музыка шкулне çÿренĕ, Г.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейра вĕреннĕ вăхăтра «Пилеш» фольклор ансамблĕнче юрланă. Ăна ертсе пынă Наталья Васильева тăрăшнипе çамрăксем халăх юррисене шăрантарнă. Наталья Витальевна вĕсене тĕрлĕ районта çÿресе ватăсенчен çырса илнĕ.

Шăпах çак юрăсене хальхи эстрада, кантри, рок жанрĕсенче аранжировка туса шăрантарать «Тăрна» ансамбль. Репертуар пуянлансах пырать. Çавăнпа çамрăксем çитес вăхăтра альбом кăларасшăн. Наташа ун валли çителĕклĕ юрă пуçтарнă, халĕ аранжировкăпа ĕçлеççĕ. Ансамбль темиçе уйăх каялла çеç çуралнă пулин те чылай мероприятие хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Авăн уйăхĕнче вĕсем пĕр уявра икĕ юрă шă рантарнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.