Комментари хушас

6 Кăрлач, 2018

Шупашкарта троллейбусăн çĕнĕ маршручĕ уçăлать

Çак уйăхра Чăваш Енĕн тĕп хулинче, Шупашкарта, троллейбусăн çĕнĕ маршручĕ уçăлмалла. Çĕнĕлĕх пирки "Хыпар" издательство çуртне Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕн эксплуатаци енĕпе ĕçлекен заместителĕ Анатолий Алексеев иртнĕ уйăхрах пĕлтернĕччĕ. 

Çĕнĕ маршрут Шупашкарăн Çурçĕр-Хĕвеланăç тата Çĕнĕ Кăнтăр районĕсене çыхăнтарĕ. Вăл хальхи 14-мĕш тата 16-мĕш троллейбуссен çулне пĕрлештерĕ. Çак уйăхăн 20-мĕшĕнчен уçма палăртнăскерĕн юлашки чарăнăвĕсем Университет тата Маштехникум пулĕç.

Рубрика: