Комментари хушас

21 Раштав, 2017

Паян Чăваш Ен депутачĕсем сессие пуçтарăнчĕç

Кунашкалли чылайранпа пулманччĕ: Патшалăх Канашĕн ĕнерхи 16-мĕш сессийĕн кун йĕркинчи саккун проекчĕсемпе çыхăннă тăхăр ыйтăва депутатсем пысăк хăвăртлăхпа, икĕ сехетрех, пăхса тухрĕç. Çийĕнчен вĕсенчен чылайăшне 41 сасăпа – пурте пĕр саслă пулса — ырларĕç. Апла пулин те хăш-пĕр ыйту пурпĕр тавлашу çуратрĕ.

Сесси кăмăллă самантран пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕн указĕпе парламент ветеранне, Шупашкарти çăкăр завочĕн директорне Елена Бадаевăна Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн ятне панă. Официаллă чыслав эрнекун кăна пулать-ха, анчах ПК спикерĕ Валерий Филимонов хисеплĕ ĕçтешне ырана хăвармасăр саламларĕ — трибуна умне чĕнсех чечек çыххи парнелерĕ. Çакна кура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та айккинче юлмарĕ — Елена Игнатьевнăна сумлă ĕçĕшĕн тав турĕ. 

Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен калакан саккун проекчĕпе ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ. Сăмах — республикăн амăшĕн капиталне тÿлемелли вăхăта виçĕ çуллăха тăсасси пирки. Бюджета хушма укçапа çыхăннă тÿрлетÿсем кĕртме тивмест — кирлĕ 196 миллион тенке хыснара пăхса хăварнă ĕнтĕ.

Республикăн потребитель карçынккин вăхăтне тăсма йышăнчĕç. ЧР Конституцине, саккунĕсене пичетлемелли, вĕсем вăя кĕмелли йĕркене улăштарассипе çыхăннă проект та тавлаштармарĕ. 

Вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев патшалăх служащийĕсене пырса тивекен саккунăн çамрăк чиновниксене хваттер туянма субсиди памалли йĕркене вăхăтлăха чарса лартмалли сĕнÿпе трибуна умне тухрĕ. Камăн пурăнмалли кĕтес çук — Патшалăхăн çурт-йĕр фондĕнчи хваттерсене тÿлевлĕ майпа тара параççĕ.

Ку проекта ырланă хыççăн парламентарисен умĕнче ЧР Пуçлăхĕ сăмах илчĕ. Михаил Игнатьев çулталăка кĕскен пĕтĕмлетрĕ теме те юрать. Патшалăх Канашĕн кăçалхи юлашки сессийĕ пулнине палăртнă май вăл вĕçленекен çулталăк пуриншĕн те тухăçлă ĕçпе асра юласси çинчен каларĕ. 

Сесси «Правительство сехечĕпе» вĕçленчĕ — депутатсен ыйтăвĕсене ку хутĕнче ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев хуравларĕ, 2017 çулта граждансене социаллă пулăшу кÿрес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.

 

Теги: