Комментари хушас

27 Раштав, 2017

«Хыпар» издательство çурчĕн парнисене тивĕçрĕç

Пулас шкул ачисем, ача сачĕн шăпăрланĕсем, те туслă пирĕн «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсемпе. Çитес çулсенче «Тантăша» алла тытма хатĕрленсе вĕсем паян «Тетте» журналпа ашшĕ-амăшĕпе, воспитательсемпе паллашаççĕ. Кашни çĕнĕ номерне чăтăмсăррăн кĕтекенсене «Хыпар» издательство çурчĕ парнепе савăнтарчĕ. Камсем-ха вĕсем, пирĕн журналпа туслисем?

«Тетте» журнала 2018 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăмашкăн Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕ — 43, «Аленушка» — 28, Муркашри «Солнышко» 3-мĕш ача сачĕ — 26, Шупашкарти 15-мĕш — 26, 61-мĕшпе 116-мĕшсем — 23-шер экземпляр çырăнса тĕрлĕ энциклопедие тивĕçрĕç. 20-шер экземпляр çырăннисене ытти парнепе хавхалантарчĕç.

«Тантăш» хаçата, «Самант» е «Тетте» журналсене çырăннисен хушшинче лотерея вылявĕ палăртнăччĕ. Раштавăн 22-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче савăнăçлă уявра выляттарчĕç шантарнă сенсорлă телефона. Телей вара кăçал хулари 15-мĕш ача садне çÿрекен Анжелика Долгушевăн аллинче пулчĕ. 

Эсир малашне те пирĕнпе çыхăну тытасса, «Теттепе» туслă пуласса шанатпăр.

Рубрика: 
Теги: