Комментари хушас

Паян ЧР Правительство çуртĕнче ирттернĕ ведомствăсем хушшинчи пресс-конференцире сÿтсе явнă тĕп ыйту - çемьере пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачасем çуралсан уйăхри укçа тÿлевĕпе тата федерацин амăшĕн капиталĕн шучĕпе пособи ятран тивĕçтермелли йĕрке. Çакăнпа çыхăннă саккунсене Раçсей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе вăй илтернĕ. Вĕсен тĕллевĕ пархатарлă: демографири ырă пулăмсене сыхласа хăварасси тата амăшлăха патшалăх пулăшăвĕ парасси. 

Журналистсен ыйтăвĕсене ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хуравларĕç. 

Валентина СМИРНОВА.