Комментари хушас

Чăваш наци радиовĕнчи «Шурăмпуç» кăларăм республикăри пултаруллă çамрăксемпе çывăхрах паллаштарать. Вĕсем вĕренÿре, спортра, ытти енпе çитĕнÿ тăваççĕ. Раççейри Пичет кунĕ тĕлне кăларăм ертÿçи Мария Самделова «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспондентне Нина Царыгинăна (сăн ÿкерчĕкре  - сулахайри) хăнана чĕннĕ.

Пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарнă калем ăсти Тутар Республикинче çуралса ÿснĕ пулсан та чăваш хаçачĕсене ачаранах юратса вуланă, хăшĕ-пĕринпе çыхăну тытнă. Ун чухнех ĕмĕтленнĕ-ши хĕр интереслĕ те кăткăс профессие алла илме? Мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе çунатланнă вăл? Кăларăм ăста корреспондент пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллаштарĕ. Хальхи вăхăтра, технологи аталаннă саманара, çамрăксен пурнăçĕнче хаçат-журнал мĕнле вырăн йышăнать? Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăсăкланать-и вĕсемпе? Çак тата ытти ыйтăва та сÿтсе явĕç «Шурăмпуçра». Кăларăм çак шăматкун, кăрлачăн 13-мĕшĕнче, 17 сехет те 20 минутра эфира тухĕ.

Ирина КОШКИНА.