Комментари хушас

12 Кăрлач, 2018

Шкул автобусĕ аварие лекнĕ

Канаш районĕнчи трасса çинче шкул автобусĕпе КамАЗ çапăннă. ЧР Сывăх сыхлавĕн министерствин пресс-сужби пĕлтернĕ тăрăх, аманнисем çук.

Инкек паян, ирхине 7 иртнĕ 40 минутра, Маяк ял çывăхĕнче пулса иртнĕ. Автобусра водительсĕр пуçне тăватă ача тата пĕр педагог пулнă. Ачасене сывлăхне тĕрĕслемешкĕн Канашри медицина центрне ăсатнă. Унта психологи пулăшăвĕ паракан специалистсем те çитнĕ. Авари сăлтавне тĕпчеççĕ.

 

Теги: