Комментари хушас

12 Кăрлач, 2018

«Патша куçĕ» пĕтĕмпех курать

Виçĕ ĕмĕре яхăн каялла обер-прокурор должноçне туса хунă май Пĕрремĕш Петĕр вăл «патша куçĕ вырăнĕнче» пулассине çирĕплетнĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ пулин те прокуратура тивĕçĕ улшăнман теме пулать. Çакна паян прокуратура ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламлама пынă хăнасенчен кашниех палăртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иккĕленмест: прокуратурăпа Чăваш Енĕн влаç органĕсем тачă çыхăну тытса ĕçлени саккунлăха тивĕçтерес тĕллевлĕ пулнине кура çакă чи малтанах республикăра пурăнакансене кирлĕ — вĕсен хăрушсăрлăхне çирĕплетме, пурнăçа лайăхрах тата хăтлăрах тума. Ку енĕпе, Михаил Васильевич шучĕпе, Чăваш Ен прокуратурин çирĕп команди хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тата профессионализм тĕлĕшпе çÿллĕ шайра пурнăçлать.

Василий Пословский прокурор хăйĕн докладĕнче цифрăсем асăнмарĕ, «прокуратура паян кашни гражданин кирек хăш вăхăтра та пулăшу ыйтма пултаракан орган пулнине» çирĕплетрĕ, зала пухăннисене «çак профессие суйласа илнине кура яваплă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама» чĕнсе каларĕ. 

Прокурорсен анлă ĕçĕн хăш-пĕр саманчĕ çинче федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров чарăнса тăчĕ. 2017 çулта вĕсем 6,5 пине яхăн уголовлă ĕçпе патшалăх айăплавне хÿтĕленĕ. Çав шутра пысăк пайĕ — йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе çыхăннисем.

Прокуратура ĕçченĕсене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов, паян хăй ертсе пыракан органа прокуратурăран уйăриччен унăн тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕ май Прокуратура ĕçченĕн кунне те çуллен хăйĕн професси уявĕ вырăнне хурса паллă тăваканскер, ыттисем саламларĕç. Савăнăçлă пуху прокуратура сотрудникĕсен пысăк йышне наградăсем панипе вĕçленчĕ.

 

Теги: