Комментари хушас

15 Кăрлач, 2018

Строительство объектĕнче ĕçлекенсен йышĕ хушăнĕ

Паян республикăра 7 пин ытла ача шкулта икĕ сменăпа вĕренет. Çак йышăн çурринчен ытла пайĕ — Шупашкарта. 2021 çул тĕлне хайхи иккĕмĕш сменăна пĕтерме тĕллев лартнă. Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çакăн пирки каласа çĕнĕ шкулсем тăвас ыйту пурнăç хистевĕ пулнине çирĕплетрĕ. Канашлура ку енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тишкерчĕç.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче Çĕрпÿри çĕнĕ шкул ачасене йышăнĕ. Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул строительствине пуçланă — «Старатель» компанипе 711 миллион тенкĕлĕх контракт тунă. Вăл 1,1 пин вырăнлăх пулмалла. Ĕçсене çитес çулхи çĕртме уйăхĕ тĕлне вĕçлесшĕн.

Тĕп хуларах тăвакан кадетсен корпусĕн строительствинче пĕлтĕр 90 миллион тенке ĕçе кĕртнĕ. Пĕр блокăн стенисене те çĕкленĕ ĕнтĕ, тата темиçе блокăн никĕсне хывнă, малалла ĕçлеççĕ. Çапах Юрий Исаев унти ĕçсем графикрен темиçе уйăх юлса пынине пытармарĕ. Çавна май тĕп подрядчике, «Старко» компание, субподрядчиксене явăçтарма сĕннĕ. Компани директорĕ Андрей Александров, канашлăва чĕннĕскер, объектра паян çĕр çын ĕçлени тивĕçтерменнине хирĕçлемерĕ — рабочисен, техника йышĕ çывăх кунсенчех хушăнĕ.

Чăн та, ĕçсем кая юлса пыни строителсенчен кăна килмест. Çакна регион ертÿçи Михаил Игнатьев та çирĕплетрĕ. Кунта хушма геодези тĕпчевĕсем ирттерме тивнĕ, çавна май вăл проектировщиксен ĕçĕпе кăмăлсăррине пайăррăн палăртрĕ.

Кирек мĕнле пулсан та кадет корпусĕпе çыхăннă ĕçсене хăвăртлатмалла, «вĕсене оборона министрĕ Сергей Шойгу, Михаил Бабич полпред сăнаса тăнине кура — пушшех». 

Кадетсен корпусĕ çумĕнче парк тăвас ĕçсене тăсса яма юраманни пирки те сăмах пулчĕ. 

Рубрика: