Комментари хушас

15 Кăрлач, 2018

Коммуналлă пулăшушăн управляющи компанисене тÿлемесен те юрĕ

Коммуналлă пулăшушăн çынсем çав ресурссемпе тивĕçтерекен компанисемпе тÿрремĕнех татăлма пултарĕç. Саккуна кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕш тĕлне йĕркелесе çитермелле. Çапла хушнă çĕршывăн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев федерацин Строительство, Энергетика тата Экономика министерствисене.

Управляющи компанисене коммуналлă пулăшушăн тÿлессине пăрахăçлама çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи раштав çурринче чĕнсе калани пирки "Российская газета" хаçат ĕнер тепĕр хутчен аса илтернĕ.

Укçа тÿлевне çĕнĕлле пухма пурнăç хăех хистет: тепĕр компанисем халăхран çутăшăн, шывшăн, газшăн укçа пухаççĕ, анчах "кĕмĕле" ресурссемпе тивĕçтерекенсене вăхăтра куçарса памаççĕ.

Çĕнĕ йĕрке çине куçарма потребитель хăй те, ресурспа тивĕçтерекен предприяти те ыйтма пултарать. 

 

 

Рубрика: 
Теги: