Комментари хушас

16 Кăрлач, 2018

Туслăх çурчĕ ал ăстисене пухрĕ

Ĕнер халăхсен туслăхĕн çуртĕнче кăçалхипе пĕрремĕш хут курав уçăлнă. Шупашкарти вырăс культурин центрĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕскере Чăваш, Мари республикисенчи тĕрлĕ хулара пурăнакан ăстасем хутшăнаççĕ. Курав нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртет.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Валерийăпа Анастасия Александровăсем тивĕçлĕ канăва тухсан чун киленĕçĕ тупнă: пĕртăвансем тухья-хушпу ăсталаççĕ. «Тенкисем Ельцин вăхăтĕнчисемех. Пуçтарса пынăччĕ те халĕ кирлĕ пулчĕç», — теççĕ вĕсем. Химиксен хулинчех пурăнакан 11-ти Дима хулăран карçинкка ăсталама тытăннă. Владимир Васин ал ăсти çак енĕпе кружок йĕркеленине пĕлнĕскер унта хаваспах çÿреме тытăннă. Хăйĕн пĕрремĕш карçинккине хатĕрлесе пĕтереймен-ха вăл. «Ĕçĕ çăмăл мар. Ун валли эрнере пĕр кун çеç уйăратăп», — пĕлтерчĕ арçын ача. Сĕнтĕрвăрри хулинчи Владимир Алексеевăн креслисем çине ларса канма та пулать. Хулăран авса хатĕрленĕскерсем питĕ капăр. Вĕсем 80 çулран кая мар упранаççĕ иккен. Курава Мари Республикинчи Козьмодемьянскри Анна Леденейкина мăй çаккисем илсе килнĕ. Хаклă чултан тунăскерсем лавккаринчен пĕртте кая мар. Анна çак чун киленĕçĕпе виçĕ çул туслă. Халĕ вăл тĕрлĕ курава çитсе куракансене пултарулăхĕпе паллаштарать.

Рубрика: 
Теги: