Комментари хушас

17 Кăрлач, 2018

Йĕрке хуралçисенчен кравать айне пытаннă

Çĕрпÿ тăрăхĕнче пурăнакан 56-ри арçын пакунлисенчен кравать айне пытанма хăтланнă. Саккуна пăсакансене таçтан тупма пултараканскерсене улталама май килмен. 

Кăçалхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче икĕ тус эрех ĕçнĕ. Киккирикĕсене самай хĕртнĕ хыççăн арçынсем тавлашса кайнă. 56-ри хăна 49-ти кил хуçине мăйран çĕçĕпе яшлаттарма тытăннă. Пурĕ 4 хутран кая мар чикнĕ вăл. Тĕпчевçĕсем шухăшланă тăрăх, çамрăкраххи çавăнтах вилсе кайнă, çын вĕлерекенни тухса тарнă. 

Вилене тепĕр икĕ кунтан асăрхаççĕ, айăпли кам пулнине те часах тавçăраççĕ. Вăл унччен те çын вĕлернипе икĕ хутчен çакланнă. Юлашки вăхăтра çакскер паллаканни патĕнче пурăннă, йĕрке хуралçисем пырса кĕрсен вĕсенчен кравать айне пытаннă.

Уголовлă ĕçе халĕ малалла тĕпчеççĕ.