Комментари хушас

17 Кăрлач, 2018

Шупашкар районĕнче çĕршыври туристсене йышăнма хатĕр

Шупашкар районӗнчи Станьялта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи туристсене йышӑнма пуҫласшăн. Унта Тавра пĕлÿпе туризм центрĕ ĕçлеме пуçланă. 

Çав ял тăрăхĕ Мускавран Хусана тавар турттаракан купсасем çĕр выртма чарӑннипе çеç мар, 18 ӗмӗрте айӑпланисене çавăнти хурӑнлӑ ҫулпа Ҫӗпӗре ӑсатнипе те паллă. Станьялта почта тата ямшӑк станцийӗсем те пулнă. Паян ял çыннисем хăйсен тăрăхĕнче Пӗрремӗш Петӗр, Иккӗмӗш Кӗтӗрне патшасем Александр Пушкин, Николай Карамзин, Федор Достоевский, Николай Чернышевский, Александр Радищев ҫыравҫӑсем чарӑннине мăнаçланса пĕлтереççĕ. Александр Пушкин çĕр выртнă хыççăн ялта ун сăнлă ачасем çуралма тытăннă имĕш.

Аваллăхпа мăнаçланакан ял халăх почта тата ямшӑк станцийӗсене ҫӗнӗрен çĕклесе лартасшăн. Вырăнти краеведенипе туризм центрĕ ял çыннисем тата Шупашкарти аслă шкулсем панă экспонатсемпе самай пуянланнă. 

Вырӑс географи пӗрлӗхӗ те станьялсене пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ. Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Сорокин хăйне евĕр вырăна туристсем  чӑваш халӑхӗн сувар-пӑлхар-чӑваш историйӗпе паллашма килессе шанать. 

Рубрика: 
Теги: