Комментари хушас

18 Кăрлач, 2018

Чан сассине тăнлăр

Халĕ пурăнакансене сăнанă май эпĕ паянхи кун пурлăха чун пуянлăхĕнчен маларах хунине асăрхарăм. Çавăнпа çамрăксем ырăлăх, юмартлăх, тĕрĕслĕх, патриотлăх, гражданлăх çинчен шухăшласах каймаççĕ. Хамăрăн культурăна, йăла-йĕркене пĕлменнипе анăçалла пăхма пуçларăмăр. Шухăшлатăп та, манăн ăру харпăрлăх аталанăвĕн тĕп сăлтавне — чун воспитанине — çухатнă. Ку — хамăрăн йăла-йĕркене пĕлни, ăна пăхăнса пурăнни тата малалла тăсни. Пирĕн ăс-хакăл культурине тата мĕн ырă витĕм кÿрет-ха? Тен, таврари сасă? Мĕн илтетпĕр эпир паян? Йĕри-тавра пире канăçсăрлантаракан сасă илтĕнсе тăрать: машина шăв-шавĕ, техника кĕрлевĕ, хăлхана çуракан юрă-кĕвĕ. Вăл ăс-хакăла нимĕнле усă та кÿмест, этемĕн, уйрăмах шкул ачин, шалти тĕнчин аталанăвне пăсать. Таврари сасă кăмăл-туйăма ырă витĕм кÿтĕр. Мана чан сасси питĕ килĕшет. Паянхи пурнăçра этем чунне ăçта кантармаллине шырать, çавăнпа чĕлĕм туртма е эрех ĕçме пуçлать. Анчах сиенлĕ йăлапа туслашсан ним ырри патне те çитсе тухаймăн. Мĕн тĕрлĕ чир çÿремест пуль пирĕн тавра! Грипп, мигрень, кăмăл-туйăм пусăрăнни, ÿпке шыçни… Чирленĕ çын тухтăрпа канашламасăрах тĕрлĕ эмел ĕçет, ку уншăн тата сиенлĕрех пулма пултарать.

Чун лăпкăлăхне тупма, организма сиплеме урăх меслет те пур вĕт-ха. Аслă ăрупа калаçсан нумай çын чан сассипе сипленнине пĕлтĕм. Çав сасă çыннăн организмне мĕнлерех витĕм кÿрет-ши? Кун пирки эпĕ Ирина Анатольевна вĕрентекенрен ыйтрăм. Вăл мана çак темăпа тĕпчев ĕçĕ çырма сĕнчĕ. Пысăк ĕç пурнăçларăм: ăслăлăх литературипе паллашрăм, ятарлă ыйтăмсем ирттертĕм, чан сассин вăйне виçрĕм. Тĕпчев вĕçĕнче çакна палăртрăм: час-часах чиркĕве çÿрекен, служба вăхăтĕнче кĕлĕ вулакан, чан сассине илтекен, ыррине шанма хăнăхнă çынсем лăпкăлăх тупаççĕ, вĕсен чĕрине иккĕленÿ канăçсăрлантармасть. Ун пеккисем сайра хутра çеç чирлеççĕ. Чан сасси вĕсен чун-чĕрин чи лайăх енĕсене вăратать, организма сыватать. Анчах та ăна итлени кăна сахал, çав вăхăтра кĕлĕ вуламалла, Турра ĕненмелле. Хамăн ĕçре эпĕ шăпах çак шухăша çирĕплетрĕм.

Тĕпчев ĕçĕпе Кирилпа Мефодий вулавĕсене хутшăнса 2-мĕш вырăн çĕнсе илнишĕн питĕ савăнтăм! Туссем, чан сассине тăнлăр! Вăл пирĕн сывлăхшăн питĕ усăллă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.