Комментари хушас

22 Кăрлач, 2018

Çĕрпÿ кĕперĕ кăçал хута кайĕ

Кану кунĕсем çил-тăманлă пулнине кура ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвĕнче çулсене пăхса тăрас ыйтусем тавра та калаçу пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçлĕ службăсем мерăсем йышăннă: çынсем те, техника та ĕçлеççĕ — транпорт çÿревĕ чарăнса ларнă тĕслĕхсем пулман. Федераци çулĕсемшĕн халĕчччен «Прикамье» ФКУ яваплă пулнă, шăматкунран тытăнса çак яваплăха Хусанти «Волговятскупрдор» хăйĕн çине илнĕ.

Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен ертÿçисем нумай хутлă çуртсен картишĕсене тасатасси чăрмавлă пулнине палăртрĕç — машина ытла та нумай. Анчах тунтикун ирхине халăх ĕçе васканă май картишсем пушаннине кура вĕсене те хÿсе лартнă юртан тасатас енĕпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетрĕç. Михаил Игнатьев çулсене пăхса тăракансем юра хăйăрпа тăвар хутăшĕпе кăна ирĕлтерме тăрăшни вырăнсăрри пирки асăрхаттарчĕ — «паянхи условисенче ку хутăш усăсăр — урăх реагентсем кирлĕ». Кам çакна шута илмест — вĕсене куншăн бюджетран куçа тÿлемелле мар.

Çулсем тенĕрен, Михаил Васильевич Çĕрпÿ кĕперĕн шăпи тинех уçăмланнине палăртрĕ. Унăн пĕр енне тунă, тепĕр енче вара ĕçсем чарăнса ларнă — çавăнпа вĕçĕмсĕр «пăкă». «Эпир кун пирки пĕрре кăна мар ыйтнă — РФ транспорт министрĕн ячĕпе те çыру çырнăччĕ. Халь Федерацин транспорт агентствинчен хурав илтĕмĕр, унта кĕпере кăçал туса пĕтерессине çирĕплетнĕ», — пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ.