Комментари хушас

22 Кăрлач, 2018

Чăваш Енри арçынпа хĕрарăм шăнса вилнĕ

Çĕнĕ çул пуçланнăранпа Чăваш Енре икĕ çын шăнса вилнĕ. Инкек Канаш тата Элӗк районӗсенче пурăнакансемпе пулса иртнӗ. 

РФ Следстви комииечĕн республикăри управленийӗ паян хыпарланӑ тӑрӑх, икĕ кун маларах, кăрлачăн 20-мĕшĕнче,  Элӗк районӗнчи Ехремкассинче 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Пӗчченех пурӑннӑскер килĕ умĕнче выртнă. Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине кăрлачăн 15-мĕшĕнче Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче асăрханă.

Тĕпчевçĕсем малтанласа шухăшланă тăрăх, вĕсем шăнса вилнĕ. 

Теги: