Комментари хушас

23 Кăрлач, 2018

Шанăç пысăк

Татьяна Акимова Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче иртекен Олимп вăййисене хутшăнма Раççей биатлонисчĕсен шутне кĕнĕ. «Малтанласа палăртнă йышра пилĕк çын: Екатерина ЮрловаПерхт, Дарья Виролайнен, Ирина Услугина, Татьяна Акимова тата Ульяна Кайшева. Олимпиадăна эпир Антхольцра хатĕрленетпĕр», — пĕлтернĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Сергей Коновалов.

Олимп вăййисене хутшăнакан спортсменсен списокне Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн йышăнăвĕпе ятарлă комисси çирĕплетет. Олимп комитечĕ кун пирки «Раççейри Олимп атлечĕсем» делегацие регистрацилесен тата ăмăртусене хутшăнма йыхрав ярсан кăрлачăн 27-мĕшĕ хыççăн пĕлтерет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.