Комментари хушас

7 Нарăс, 2018

Аппа çырăвĕ

Пĕррехинче кĕнеке-тетрадь хушшинче сарăхнă хут татăкĕ асăрхарăм. Тинкеререх пăхрăм та  тĕлĕнтĕм: Валя аппа çырăвĕ иккен. Ăна вăл тахçанах çырса хатĕрленĕ. Унпа вулакана та  паллаштарас кăмăл çуралчĕ:

«Вăрçă пуçланнă чух эпĕ 12 çулта пулнă, 6-мĕш класс пĕтерсе 7-мĕшне куçнăччĕ.

Аттене, колхоз председателĕнче ĕçлекенскере, кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче,  вăрçа илсе кайрĕç. Ун чухне эпĕ 13 çул тултарнăччĕ. Аттене вăрçа ăсатнине паянхи пек астăватăп. Пире, ачисене, пурне те лартса тухрĕ те черетпе сыв пуллашма пуçларĕ. Чи малтан аслă хĕрĕпе Зинăпа калаçрĕ. Вăл ун чухне икĕ кун маларах 17 çул тултарнăччĕ. Мана атте питĕ юрататчĕ, «пукане» тесе чĕнетчĕ. Манпа сыв пуллашнă май ыталаса илчĕ, куççулĕ тухрĕ. Текех никампа та сыв пуллашаймарĕ, пÿртрен картишне тухрĕ. Çак пулăм ман асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕ.

Фронта валли çар комиссариатĕнчен виçĕ лаша парса янă. Пĕрне кÿлнĕ, иккĕшне лав хыçĕнчен кăкарнă, унта туллиех утă тиенĕ. Аттепе Ирçе ялне çитиех ларса кайрăм. Уйрăлнă хыççăн вăл  куçран çухаличчен вырăнтан тапранмасăр макăртăм. Кайран ерипен шкула утрăм. Ун чухне пĕр урок тухнăччĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн кая юлнине ыйтрĕ вĕрентекен. Эпĕ аттене вăрçа ăсатнине пĕлтертĕм те нимех те каламарĕ. Çав кун кунĕпе макăртăм. Çакăн хыççăн шкула текех каяймарăм. Тăтăшах ĕç тупăнса пычĕ. Шупашкара çитсен атте аннене чĕнсе илнĕччĕ.

Çавăн чухне манăн çемьене пăхса тăма тиврĕ. Аппана окоп чавма Хĕрлĕ Чутай районне илсе  кайрĕç. Вăл çулхине шкула каясси путланчĕ. Тепĕр çул кĕркунне кайса пăхрăм, анчах та 7 класс пĕтерме май килмерĕ.

Эпĕ, 13 çулти хĕрача, çулла 2-3-шер лашапа сÿре тума çÿреттĕм. Ун чухне бригадирта Татьяна  Семенова ĕçлетчĕ. Ăна та фронта илсе кайрĕç. Çак куна та астăватăп эпĕ. Килĕнчен тухса кайнă кун выртса макăрчĕ хĕр. Вăрçă хыççăн вăл А.Коротков вĕрентекене Пушкăрт ялне качча тухрĕ.

14-ра чухне эпĕ Оля Фатеркинăпа тата Анфиса Ильинапа пĕрле Сăр шывĕ урлă кĕпер хывнă çĕртре ĕçлерĕм. Эпир лашасемпе тăпра турттартăмăр. 25 кун пĕр канмасăр ĕçлерĕмĕр. Киле кайма пĕртте вăхăт пулман. Вăрманта палаткăсенче çывăраттăмăр. Çавăнта ĕçленĕшĕн батист материал /80 см/ тутăрлăх пачĕç, урăх пĕр пус та тÿлемен. Ку манăн пурнăçра чи пĕрремĕш парне

пулчĕ. Ун хыççăн Пушнар ялĕнче салтаксем валли кĕпе-йĕм çĕленĕ çĕрте ĕçлерĕм. Çĕвĕ машинине килтен илсе кайнăччĕ». Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.