Комментари хушас

7 Нарăс, 2018

Саккуна пăсакан яваплăхран пăрăнаймĕ

Пĕлтĕр Чăваш Ен полицийĕ преступленисене уçса парассине 70% çитерме пултарнинче /Раççей шайĕнчи вăтам кăтарту — 56%/, кашни 10 преступленирен 7-шĕ тĕлĕшпе айăплисене тупса палăртнинче, эппин, ахаль граждансен тÿпи те курăмлă. Çак тата ытти ыйту тавра паян  пресс-конференци иртрĕ. Унта ЧР шалти ĕçсен министрĕ полици генерал-майорĕ Сергей Неяскинсăр пуçне унăн заместителĕсем, ШĔМĕн темиçе подразделенийĕн ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Иртнĕ çул республикăра регистрациленĕ преступленисен шучĕ самаях, 7,5%, чакнă пулин те Сергей Дмитриевич пурлăх çаратнă тĕслĕхсем хушăнни, ÿсĕрле тăвакан преступлени çав-çавах нумаййи пирки пăшăрханнине пытармарĕ. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ  пысăкланнинче вара /1,1 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ/ вăл ФСКНа полици тытăмне кĕртнĕ хыççăн ШĔМ ку енĕпе çине тăрса ĕçленине курать.

Криминал тĕнчи пуç çĕклесрен асăрханма хистекен сăлтавсем вара наркотиксăр пуçне те пайтах. Калăпăр, «саккунлă вăрăсем» кунта чылай çул пулман. Халь пур — республика территорийĕнчи колонисенче. ШĔМ ертÿçи вĕсем Чăваш Енре «çитĕннĕ» «авторитетсем» пулманнине палăртрĕ-ха, судпа айăпласа урăх регионсенчен пирĕн патри юсанмалли учрежденисене ăсатнăскерсем. Апла пулин те вĕсен витĕмĕ колонисен тулашне тухасран сыхланасси пирки манма юрамасть — унашкал хăрушлăх пур. Кирек мĕнле пулсан та чылай çул каялла шкул ачисенчен те вăрăсен «общакĕ» валли укçа пухнă йышши пулăм таврăнмалла мар.

Теги: