Комментари хушас

8 Нарăс, 2018

Бюджет аталанăва тĕревлĕ

Депутатсем паян ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 17-мĕш сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене кăнтăрла тĕлнех тишкерсе пĕтерчĕç — çапла хăвăрт ĕçлени сайра пулать. 

Малтанах ПК Председателĕ Валерий Филимонов сăмах илчĕ. Депутатсем те хутшăннипе пурнăçланă чылай ĕçе асăнчĕ. Çав шутра — чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçепе шайлаштарасси, амăшĕн капиталне тÿлессине малалла тăсасси тата ытти те. Анчах умри тĕллевсем те пысăк. Калăпăр, ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçлама парламентăн та план хатĕрлемелле. Валерий Николаевич çавăн пекех парламент тĕрĕслевне вăйлатмаллине, «çавра сĕтелсем», комитетсен вырăна тухса йĕркелекен ларăвĕсене ирттермеллине палăртрĕ. Интереслĕ хыпар пур: Патшалăх Канашĕ Крымри пĕр çар чаçне В.И.Чапаев ятне пама сĕнсе çырупа тухнă. Нумаях пулмасть Кăнтăр çар округĕн командующийĕнчен Александр Дворниковран хурав килнĕ: вăл Хура тинĕс флочĕн 22-мĕш арми корпусĕн 8-мĕш артиллери полкне пирĕн мухтавлă ентеш ятне пама ыйтасси çинчен пĕлтернĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту — республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019-2020 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси. Финанс министрĕ Светлана Енилина унăн параметрĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 46,3 миллиард тенке яхăн пулмалла — пĕлтĕрхинчен 5,2% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш та ÿсĕмлĕ — 27,5 миллиард. Тăкаксем — 47,5 миллиард тенкĕ. Инвестиципе çыхăннă тăкаксен виçи курăмлă. Çав укçа — шкулсемпе садиксем, котельнăйсем, культура çурчĕсем, ытти объект тума.

Республикăн патшалăх парăмĕ пĕчĕкленет — çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 14 миллиард тенке яхăн пулĕ. Депутатсем саккун проектне икĕ вулавпа ырларĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парламентарисене çакăншăн тав турĕ: «Сирĕн паянхи йышăну укçа уйăрмалли ыйтусене татса парас ĕçе пĕр чăрмавсăр пуçлама май парĕ. Çапла ĕçлемелле те».

Кун йĕркинчи ытти ыйту тĕлĕшпе те вырăнсăр ыйтусем паракансем пулмарĕç — çапла вара Патшалăх Канашĕ пĕр теçетке саккун проектне икĕ сехетрех тишкерсе тухрĕ.

Теги: