Комментари хушас

19 Нарăс, 2018

Промышленноç кал-кал ĕçлет

Кăрлач уйăхĕнче республикăра промышленноç производствин индексĕ 115,5% танлашнă. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтерчĕ.  

Машинăсемпе оборудовани, электротехника, хими продукцийĕ туса кăларасси самай хушăннă. Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕ продукци калăпăшне темиçе хут та ÿстерме пултарнă. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн кăтартăвĕсем вара чакнă иккен. Чăн та, çакă хĕллехи тапхăрта унăн продукцийĕ кирлех маррипе кăна сăлтавланнă, çавăнпа тĕпрен илсен склад валли ĕçленĕ. Анчах ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсемпе усă курмалли тапхăр çывхарнă май завод ертÿçисем лару-тăру тĕпрен улшăнасси пирки иккĕленмеççĕ.

Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсен» лару-тăрăвĕпе кăсăкланчĕ. Министр палăртнă тăрăх, нумаях пулмасть ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ, çак эрнере тепре пухăнмалла — унти ыйтусене куçран вĕçертмеççĕ. Анчах Михаил Васильевича ĕç-пуç мĕнлерех аталанни тивĕçтермест. Çавăнпа ĕç ушкăнĕн çитес ларăвне хăй те хутшăнас кăмăллине çирĕплетрĕ.

 

Рубрика: