Комментари хушас

20 Нарăс, 2018

Пĕрлехи патшалăх экзаменне тытрĕ… ашшĕ-амашĕ

Ашшĕ-амăшĕ те ачисем пекех экзамен тытаять. Анчах ятарлă акцире çeç. Паян Чăваш Енре - "Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытмалли кун". Акци кăçалхипе иккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр Раççейри 50 регионти 3 пине яхàн ашшĕ-амăшĕ парта хушшине ларса экзаменри тест ыйтăвĕсене хуравланă, сочинени çырнă. Вăл шутра - Чăваш Енри 23 çын. Кăçалхи акцие республикăн тěрлě кĕтесĕнчи 36 çын хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем вырăс чĕлхипе ППЭ тытрĕç.

Аудиторие кĕриччен маларах металлоискатель витĕр тухмалла. Вăл кĕсьери телефон пуррине тÿрех палăртать. Ахаль чухне экзаменра 3 сехет лараççĕ пулсан, кунта - 30 минут. Çак тапхăрта 7 ыйтăва хуравлама, сочинени çырма ĕлкĕрмелле. Паллах, юлашки ĕçе пурнăçлама вăхăт çитмест. Апла пулин те амăшěсен ачисем экзаменра мèн туйнине, вĕсем мĕнле ыйтусене хуравланине пĕлме май пур.

Акцие шкул ачи экзамен тытнă вăхăтра мěн туйнине лайăхрах пěлес тĕллевпе психологсем те ыттисемпе пĕрле ĕçе пурнăçларĕç. Вĕсем ППЭ тапхăрěнче ачапа хутшăна, йывăрлăха лекесрен сыхлама сĕнÿ пачĕç. Шкул ачисене психолог патне илсе кайни те пăсманнине палăртрĕç специалистсем.

Виолетта Эмм, выпускник амăшĕ: «ППЭ тытма хатěрленекен тěпренчĕкĕмшĕн пăшăрханатăп паллах. Паянхи экзамери ыйтусем çăмăлах марччĕ, вĕсене хатĕрленмесĕр кашниех хуравлаймĕ. Ачасен экзамен тытас тесен лайăх вĕренмелле, нумай вуламалла".

Рубрика: