Комментари хушас

21 Нарăс, 2018

Шăпăрлансем юратнă çыравçăпа тĕл пулчĕç

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Юратнă сăнарсем патне — хăнана» хаваслă пуçару сехечĕ иртрĕ. Мероприятие Валентина Пугачева 70 çул тултарнине халалланă.

Валентина Петровна — ачасен юратнă çыравçи, поэт, драматург, 42 кĕнеке авторĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ литература, Альберт Канаш ячĕллĕ республикăри çамрăксен, Искей Пайтул ячĕллĕ халăхсем хушшинчи литература премийĕсен лауреачĕ. Вăл — библиотека тусĕ. «Виçĕ хут çуралнăскер» теççĕ Валентина Пугачева пирки. Йывăр чире, çывăх çыннисене вĕлернине пула унăн çĕнĕрен «çуралма» тивнĕ.

Чулхула облаçĕнче çуралса ÿснĕскер шкул пĕтерсен Çĕнĕ Шупашкар хулине куçса килнĕ. Химик профессине алла илсе «Химпромра» ĕçленĕ. 1998 çулта пĕрремĕш кĕнеки пичетленнĕ. Унăн хайлавĕсенче çут çанталăка, çывăх çынсене юратни палăрать. Кашни йĕрки шыв пек юхать. Вуланăçем чун ырăлăхпа тулать. Валентина Петровнăн кĕнекисем илемлĕ ÿкерчĕксемпе пуянни ачасене çав тери илĕртет. Хайлавсенчи çепĕçлĕхпе ачашлăхшăн вăл — ачасен чи юратнă çыравçи.

Çуралнă куна 42-мĕш тата 66-мĕш ача сачĕсенчи шăпăрлансем килнĕ. Вĕсем пысăк парне хатĕрленĕ. 42-мĕш ача садĕнчи хĕр пĕрчисем юрă шăрантарчĕç, кайран арçын ачасемпе пĕрле кадриль ташларĕç. Вĕтĕ шăрçаран ăсталанă йывăç парнелерĕç. 66-мĕш ача садĕнчи чиперккесем вăрăм сăвă вуларĕç. 62-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекен шăпчăк саслă Аня Егорова та Валентина Петровнăна саламларĕ. Нумаях пулмасть республикăри пĕр юрă конкурсĕнче хутшăнса палăрнă чиперук ятарласа çыравçа савăнтарас тĕллевпе библиотекăна килнĕ.

Вăйăсем те иртрĕç. Ачасем Валентина Пугачевăн сăвви тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Кайран кĕнеке ятне пĕлес тесе пазлсем пуçтарчĕç. Шăпăрлансен «Çăкăр» юрă саламĕшĕн çыравçă ача пекех хĕпĕртерĕ. Ку таранччен кун йышши парне пулманнине палăртрĕ.

Çыравçă та парăмра юлмарĕ — хăнасене кĕнекесем парнелерĕ. 

Рубрика: 
Теги: