Комментари хушас

22 Нарăс, 2018

Суйлава хатĕрленнĕ май...

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти 125 суйлав участокĕнче суйлав бюллетенĕсене тишкерекен çĕнĕ йышши КОИБ-2017 комплекспа усă курĕç. Асăннă хатĕрсем бюллетеньсене сканерласа сасăсене автомат мелĕпе шутлаççĕ.

Вĕсем шутлав вăхăтне чакарма тата йăнăшсенчен асăрханма май параççĕ. Маларахри суйлав кампанийĕсенче усă курнă комплекссемпе танлаштарсан çĕнĕ йышши КОИБăн майĕсем ытларах. Çакăн пирки журналистсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн членĕн Антон Лопатинăн тата Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн Александр Цветковăн пĕрлехи пресс-конференцийĕнче пĕлтерчĕç.

Журналистсем валли йĕркеленĕ мероприятире суйлав участокĕсенче видеосăнава еплерех йĕркелени пирки те каласа кăтартрĕç. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăйсем пурăнакан вырăнта мар, урăх çĕрте пулакан граждансем мĕнле сасăлама пултарнине тепĕр хут аса илтерчĕç. Общество сăнавçисене хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕç.

Антон Лопатин хăйĕн ĕçлĕ визичĕ пирки каласа кăтартрĕ, Чăваш Енре суйлав уçă та таса иртессе шаннине пĕлтерчĕ.