Комментари хушас

27 Нарăс, 2018

Ирĕк памасăр Манту тĕрĕслевĕ ирттернĕ

Шупашкарти Мускав район прокуратурин хулари пĕр шкулта тĕрĕслев ирттерме тивнĕ. Хĕрарăм 13-ри ывăлне вăл ирĕк памасăр Манту тĕрĕслевĕ ирттернине пĕлтернĕ.

Амăшĕ пăлханса ÿкнĕ паллах. Ара, унран ыйтман-çке. Пушшех те ывăлĕ шăнса чирленĕ хыççăн тин çеç сывалнă. Кун пек чухне прививка туни сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине кашни амăшĕ пĕлет.

Ачасен туберкулез пуррине малтанхи тапхăртах палăртас тĕллевпе профилактика ирттернĕ май 12 уйăхри ÿсĕмрен пуçласа 18 çула çитиччен çулталăкра пĕрре Манту тĕрĕслевĕ лартаççĕ. Анчах ку процедурăна ирттерме ашшĕ-амăшĕ е ывăл-хĕрĕн саккунлă представителĕ ирĕк пани кирлĕ. Мускав район прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ учрежденине пăхса тăма çирĕплетнĕ медицина сестри арçын ачана çак килĕшÿсĕрех укол тунă иккен. Шурă халатли ăнлантарнă тăрăх, арçын ача чирлени çинчен справка ун патне Манту лартнă хыççăн çеç çитнĕ-мĕн. Тĕрĕслев ирттериччен кун пирки арçын ача асламăшне те каланă-мĕн.

Медицина сестри тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Вăл тăрăшакан больницăн тĕп тухтăрĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче медицина пулăшăвĕ паракан педиатрпа медицина сестрине дисциплинарлă явап тыттарнă.

 

Рубрика: