Комментари хушас

27 Нарăс, 2018

Улăх-çаран чечекпе хитре, тăван тăрăх – халăхпа

Чăвашсем çĕр-çĕр çул çармăссемпе юнашар пурăнаççĕ. «Атăл урлă каç та — эсĕ Мари Элта. Тăван тăрăха çур сехетрех çитетĕн», — теççĕ марисем. Пирĕн республикăра, 2010 çулхи çырав тăрăх, 3 пин те 672 çармăса шута илнĕ. Вĕсен пысăкрах йышĕ Çĕнĕ Шупашкарпа Чăваш Республикин тĕп хулинче тĕпленнĕ.

— Çармăс халăхĕн пысăк пайĕ Чăваш Ене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче куçса килме тытăннă. Нумайăшĕ — «аслă стройкăра» ĕçлеме. ГЭС тусан çармăссем татах йышланчĕç. Халĕ те çамрăксем Чăваш Ене ĕçлеме, вĕренме килеççĕ. Хăшĕ-пĕри кунтах юлать, тăван тăрăха таврăнакан та пур, — калаçăва пуçларĕ Çармăс культура центрĕн ертÿçи Сергей Синяков. Чăваш Енре пурăнакан çармăссене пĕр çĕре пухас тата халăх культурине упраса хăварас тĕллевпех 1996 çулта Шупашкарта «Çармăс культура центрĕ» общество организацийĕ йĕркеленĕ.

Сергей Синяков Туçи Çармăс /Горномарийский/ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Чулхулари инженерипе строительство институтĕнчен вĕренсе тухсан Чикме /Козьмодемьянск/ хулинче тĕп архитекторта ĕçленĕ. 1984 çулта ăна Çĕнĕ Шупашкара ĕçлеме янă. Вăл хулари архитектура пайĕнче нумай çул тăрăшнă, пурăнмалли чылай çуртпа социаллă учреждени керменĕсене тума хутшăннă. Пушă вăхăтра алла киçтĕк тытать. Унăн карикатурисене куракансем ытларах кăмăллаççĕ.

Синяковсем çулла тăван ялĕнче — Морозкинăра /çармăсла — Латан/ — пурăнаççĕ. «Ялта питĕ лайăх. Сывлăшĕ уçă. Илемлĕ. Кÿлĕ сарăлса выртать. Анчах пурăнакан сахал. Ял çултан-çул хухса пырать. Çамрăк сахал. Пурте хуланалла туртăнаççĕ. Яла юлнисенчен чылайăшĕ ют хулана ĕçлеме çÿрет. Кахаллисем ĕçке ярăннă. Пирĕн республикăра пысăк ял çукпа пĕрех, 50-100 киллисем кăна. Ĕлĕкхине аса илетĕп те чун хурланать. Килĕрен — пÿрт тулли ачаччĕ. Кашни уйăхра туй кĕрлетчĕ. Туй пирĕншĕн чăн-чăн уява çаврăнатчĕ. Пирĕн ялта юлашки хут туй хăçан кĕрлеттернине те астумастăп. Унччен урамра пылчăк çăрăлатчĕ, халĕ утă çулса илме пулать — симĕс курăк ешерет. Кĕтÿ çÿретме вырăн сахалччĕ, ешĕл çаран халĕ тавраллах, анчах выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ. Утçи вăхăтĕнче Атăл леш енне çÿреттĕмĕр. Ĕççи питĕ хаваслă иртетчĕ: утă çулакан вырăнтах шатерсем лартатчĕç, унтах çĕр каçатчĕç, çамрăксем ăмăртатчĕç, ача-пăча вăйă вылятчĕ. Ĕлĕк çĕр çитместчĕ, халĕ ахалех выртать. Клуба, ФАПа, шкула хупрĕç, фермăсем ĕçлемеççĕ. Лавкка кăна сарăлса ларать. Çулсем те аванах мар. Кунашкал ÿкерчĕк кашни ялтах, — хурланса калаçрĕ Сергей Михайлович.

— Çармăс арçыннисем ĕçлеме пĕлеççĕ. Ĕçĕ пултăр кăна. Арçынсем кăмака тума ăстаччĕ, йывăç касса тĕрлĕ япала тăватчĕç, карçинккасем çыхатчĕç. Ылтăн алăллисем халĕ те пур. /Сăмах май, Сергей Синяков хăй те ку ăсталăхпа кăсăкланать. Вăл пуçарнипе хула-ял ачисем валли йывăçран 8 лапам тунă/. Çармăс — ырă чунлă çын. Ыттисемпе те кăмăллă вăл. Тус-тăвана пулăшма тăрăшать. Анчах çармăс çынни хастарлăхпа палăрса тăмасть. Вăл пĕр-пĕр ĕçе пуçăниччен нумай шухăшлать, пуç тавра пин хут çавăрттарать. Çармăс çыннине ушкăнпа ĕçлеме çăмăлрах. Туссем пурри уншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Туслăх-тăванлăха хаклать, — Чăваш Енре пурăннишĕн савăннине палăртрĕ Сергей Синяков. — Кунта илемлĕ, хăтлă. Эпĕ хама лайăх туятăп. Чăвашсем ăшă чунлă. Вĕсен хушшинче тус нумай манăн.

Сергей Михайловичăн мăшăрĕ — вырăс, Шупашкартан. Вĕсем химиксен хулинче паллашнă. Людмила Семеновна ĕмĕрĕпех пушар чаçĕнче диспетчерта ĕçленĕ. Вăл та — ÿнер çынни. Тивĕçлĕ канăва тухсан турăшсем ÿкерме тытăннă. Хула хĕрĕ çĕр çинче ĕçлеме юратни кĕтменлĕх пулнă мăшăрĕшĕн. Синяковсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ.

Мухтанма юратмаççĕ

Виçĕ çул каялла химиксен хулинче çармăссен наци-культура автономине йĕркеленĕ. Унăн председателĕ Наталия Романова пĕлтернĕ тăрăх — Çĕнĕ Шупашкарта 1000 ытла çармăс пурăнать. «Çармăссем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанма, хăйсем çинчен каласа кăтартма юратмаççĕ. Пирĕн халăх ĕлĕкренпех сăпайлă пурăннă. Калăпăр, сунарта ăнчĕ е çĕр çинче тупăш ытларах илчĕ тĕк нихăш енĕпе те палăртман çакна — вăрттăнлăхра тытма тăрăшнă. Ыттисем пекех тумланнă, апатланнă, чаплă япала туянман. «Эсĕ хăвна халăх хушшинче мĕнле тытатăн, хăвна епле кăтартатăн — санăн аçу-аннÿне те, ачусене те çаплах хаклĕç», — теççĕ халăхра. Ют çĕрте пурăннă чухне те хамăр халăх чыс-хисепне упраса пырасса шанатăп», — терĕ Наталия Анатольевна.

Хутăш çемье сахал мар пирĕн республикăра, çавăнпа чăвашпа çармăс пĕрлешнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. «Кунашкал çемьесем Етĕрнепе Муркаш тăрăхĕсенче уйрăмах нумай. «Чумарик» тетпĕр вĕсене шÿтлесе. Звенигово районĕнчисем Чăваш Еннелле ытларах туртăнаççĕ. Вăл Шупашкартан инçех мар вырнаçнăран Чăваш Республикин районĕ теççĕ хăшĕ-пĕри ăна. Çĕнĕ Шупашкарсемпе Шупашкарта пурăнакан çармăссем канмалли кунсенче Мари Эла васкаççĕ. Çывăх çыннисене манмаççĕ, пысăк праçниксене те тăван тăрăхра ирттереççĕ. Чăвашсем канмалли кунсенче ялалла вĕçтернĕ пекех ку», — калаçăва тăсрĕ Наталия Романова.

Чăвашсемпе çармăссен тĕрринчи, калаçăвĕнчи тата йăли-йĕркинчи пĕр пеклĕхе пурте палăртаççĕ. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Чикме тата Звенигово тăрăхĕсенче пурăнакансем ĕлĕкренпех Чăваш Ене çырла-кăмпа тата ытти çимĕç сутма çÿренĕ. Çакăнтах вĕсем чăвашла калаçма вĕреннĕ — кунтисемпе çыхăну тытмалла-çке. Хăшĕ-пĕри ачисене Шупашкарти чиркÿсенче тĕне кĕртнĕ.

— Мари Элта кашни çемьен кашни ялта тенĕ пекех тус-тăван пулнă. Çак çыхăну ăруран ăрăва куçнă. Вĕсем пĕр-пĕрне тĕрлĕ таварпа тивĕçтернĕ: пĕрисем – йывăçпа, теприсем — çырла-кăмпапа... Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Атăл хĕрринче пурăнакансен хушшинче çак ырă ен халĕ те упранса юлнă. Чăвашсемпе те туслă çыхăну йĕркелеме тăрăшнă, хăшĕ-пĕринпе тăванлашнă та, — уçăмлатрĕ хĕрарăм.

Çармăссем вăрмана Турăпа танлаштараççĕ, вĕсем кашни йывăçпа тĕмме хисеплеççĕ. Вăрман мĕн ĕлĕкрен вĕсене хÿтĕленĕ, тăрантарнă, пÿрт-çурт тума пулăшнă. Халĕ те ватăсем вăрмана кĕмешкĕн йывăçран ирĕк ыйтаççĕ, кĕлĕ вулаççĕ. Сунарçăсем çак йăлана питĕ пăхăнаççĕ. Çармăссен хушшинче вĕрÿ-суру чĕлхине пĕлекен нумаййи те çак сăлтавпах çыхăннă ахăртнех. Мари Элта чиркÿ тавраш нумаях мар, ялсенче те сахал вĕсем. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.