Комментари хушас

1 Пуш, 2018

Хоккей лигине аталантарасшăн

Чăваш Енре ачасене спортпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçе аван пурнăçлаççĕ. Çыннăн пуласлăхĕ ачалăхран килет-çке.

Шупашкарта хоккей лиги вăй илсе пырать. Кăçал хĕллехи 23-мĕш Олимпиадăра Раççей хоккеисчĕсем çĕнтерни çитĕнекен ăрăва пушшех те хавхалантарать.

Хулари Хоккей лигин турнирĕ виççĕмĕш хутчен иртрĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿсни савăнтарать. Ку сезонра вăййа хулари 8 вĕренÿ учрежденийĕ хутшăннă: 7-мĕш, 61-мĕш, 1-мĕш, 17-мĕш, 37-мĕш, 48-мĕш, 24-мĕш, 59-мĕш шкулсем. Халĕ вĕсем 32-ĕн. Нумаях пулмасть 1-мĕш шкулта савăнăçлă лару-тăрура 4 шкулти çамрăк хоккейçăсене спорт эпикировки парнеленĕ.
Аса илтерер, шкул хоккейĕн лиги виçĕ дивизионра иртет: «Восток-3», «Союз-9» тата «Байконур». Малти вырăнсене йышăнакансене çулсеренех кубокпа, медальпе тата дипломпа чыслаççĕ. А.Г.Николаев Кубокĕшĕн тупăшса мала тухнă командăсем «Гагарин Кубокĕн» е Континентри хоккей лигин пĕр-пĕр матчне çитсе курмалли билетлă пулаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.