Комментари хушас

12 Пуш, 2018

Миллиардсем — çулсем валли

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура автомобиль çулĕсен строительствин, вĕсене юсассин ыйтăвĕсене тишкерчĕç.

Транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард тенкĕрен те иртет. Çав шутра 2 миллиард тенке яхăн — федераци укçи. Тĕп ĕçсен шутĕнче — федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсен 360 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсасси тата 80 километр тăршшĕ çулсен строительстви. Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программипе килĕшÿллĕн Шупашкар агломерацийĕнче тума палăртнă мĕнпур 73 объект тĕлĕшпе аукционсем ирттересси çинчен пĕлтернĕ, ĕçсем кĕçех пуçланмалла.

Шупашкарти ĕçсем пирки каланă май Михаил Игнатьев Мускав кĕперĕн кăçалхи авăн уйăхĕнче вĕçлемелли реконструкцийĕшĕн чи малтанах Раççей Президентне Владимир Путина тав тумалли пирки каларĕ: «Тĕп хула тата республика юбилейĕсене хатĕрленес тĕлĕшпе вăл тивĕçлĕ указ кăларман, укçа уйăрман тăк — çĕнĕ кĕпер те пулмастчĕ». Çулсен строительствипе, юсавĕпе çыхăннă ĕçсене шанчăклă компанисене кăна явăçтармалли пирки те каларĕ. Пĕлтĕр пĕр компани шанăçа тÿрре кăларайман — унашкаллисене çывăха та ямалла мар: «Хăшĕсем ĕçсен хакне 50% таранах чакарма шантарса çĕнтереççĕ пулсан — унашкал аукционсене пăрахăçламалла, çав компанисене тĕрĕслемелле…»

Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тепĕр тема тавра та калаçу пулчĕ. Вăл куçми пурлăхăн, çĕр лаптăкĕсен кадастр хакĕ рынок хакĕнчен те пысăкрах пулни вырăнсăррине, çак сферăра йĕрке тумаллине палăртнăччĕ. Михаил Игнатьев ку енĕпе республикăра халь анлă ĕç пуçарнине çирĕплетрĕ. Пин-пин обьектăн кадастр хакне актуализацилемелле, çакă бизнеса та, уйрăм çынсене те пырса тивет.

Теги: