Комментари хушас

13 Пуш, 2018

Ыран мĕн пулассине паян вуласа пĕлеймĕн

Валера Иванов Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Йышлă çемьери саккăрмĕш ача вăл.
Унăн пурнăçĕ çăмăл пулнă теме çук. Амăшĕ аллă çултан каçсанах çĕре кĕнĕ. Çемье туслă пулни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă вĕсене. Ашшĕ те, аслисем те кĕçĕннисене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Тăхăр ача тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ.
…Вăхăт шав малалла шăвать. Шкул çулĕсем хыçа юлнă. Патвар кĕлеткеллĕ Валера Иванов Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса кайнă, флота лекнĕ. Виçĕ çултан каччă киле пĕрремĕш статьяри старшина званипе таврăннă. Çар ретĕнче те япăххисен шутĕнче пулман вăл, яла килсен те ĕçсĕр çапкаланса çÿремен. Вăйпа мухтаннине те курман ăна. Юлташĕсем ăна ашшĕ ячĕпе «Уртек» тесе хисеплеççĕ.
Кăшт вăхăтран Валера Шупашкарти Трактор заводне вырнаçнă, слесарьте ĕçлеме пуçланă. Ĕçĕ çăмăл мар, анчах чун туртнăскер. Кунтах пулас мăшăрне Надеждăна тĕл пулнă. Çамрăксем пĕр хушă туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Кĕçех хĕрпе ывăл çут тĕнчене килнĕ.
Пурнăç кĕнеке мар çав. Ыран мĕн пулассине паян вуласа пĕлме çук. Ивановсен çемйине те инкек алăк шаккаса кĕмен. Валерăна ура ыратни канăçсăрлантарма пуçланă. «Иртĕ-ха», — тесе лăплантарнă вăл хăйне хăй. Анчах чир аталансах пынă. Чĕптĕм куç хупмасăр икĕ урине ыталаса макăрнă каç та сахал мар пулнă. Тухтăрсем те нимĕнпе те пулăшайман, эмелсен усси те туйăнман. Юлашкинчен — чĕрене çурса ярасла «приговор»…
Икĕ урасăр тăрса юлнă арçын мĕн чăтнине сăмахпа çырса кăтартаймăн. Кунашкал синкерте никам та пулăшма пултарайманнине, хăйĕн вăйне, чун çирĕплĕхне шанмаллине вара Валера питĕ лайăх ăнланнă-ха. Анчах пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш явăннă… Вĕсен хушшинче пурнăçран уйрăлма хистекеннисем те пулнă… «Çук! Чăтмалла! Пурăнмалла! Кĕрешмелле! Ачасене ура çине тăратмалла!» — çапла хăйне хăй хытарса усал шухăшсене сирнĕ вăл. Хунав ярса тепĕр хут çитĕнесшĕн ăнтăлакан йывăç тункати пек пулнă вăл çак самантсенче. Валера çут тĕнче илемĕпе киленсе пурăнма çирĕп шухăш тытнă. Хуллен протезсене хăнăхма пуçланă. Кÿме те пулнă-ха унăн. Анчах шăла çыртса та пулин утăм хыççăн утăм тума тăрăшнă. Мĕн тетĕр? Хуллен утма пуçларĕ. «Ока» машина туянсан вара Валера хăйне çĕнĕрен çуралнă пекех туйрĕ. Кашни эрнерех канмалли кунсенче тăван ялне çÿреме пуçларĕ. Унта тăванĕсемпе, юлташĕсемпе йывăр хуйха пусарчĕ. Майĕпен чун суранĕсем те, ÿт суранĕсем те тÿрленме пуçларĕç…
Мана питĕ йывăр çак йĕркесене çырма. Вăй питти çын унтан-кунтан тыткаласа кухньăна кайнине курсан шăпăрах куççуль юхса анчĕ… Анчах ун пек çынсем нăйкăшмаççĕ, хăйне хĕрхеннине те юратмаççĕ. Пулăшас тесен те: «Ан тив, хамах», — теççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.