Комментари хушас

13 Пуш, 2018

Пĕр тăвансен виллине тупнă

Канаш районĕнчи Кармами Выççăлкки ялĕнче пушар пулнă. Унта, алăка шалтан питĕрнĕ пÿртре, 45 тата 35 çулсенчи пĕр тăвансен виллине тупнă.

РФ СК Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçынсен ÿтне Шупашкартан таврăннă ашшĕпе амăшĕ тунтикун каçхине асăрханă. Пÿртре тĕтĕм явăннă, кăмака юшки хупă тăнă. Следстви версийĕ тăрăх, пиччĕшĕпе шăллĕ сĕрĕм тивнĕрен вилме пултарнă.

Инкекĕн сăлтавне кирлĕ экспертизăсем тунă хыççăн кăна татăклăн палăртĕç.

 

Рубрика: 
Теги: