Комментари хушас

18 Пуш, 2018

«Шупашкар – чи таса та илемлĕ хула», - теччĕр

Паян - ҫĕршыв Президенчĕн суйлавĕ. Шупашкар урамĕсем «чĕрĕлнĕ». Сасăлава халăх уява кайнăнах утать. Кашниех хăйĕн граждан тивĕçне пурнăçлама васкать.

Акă Шупашкарти 57-мĕш шкулта иртенпе халăх хĕвĕшет. Йĕрке хуралçисем, операторсем лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ. Волонтерсем пулăшаҫҫĕ.

Бюллетеньсене хунă хыҫҫăн нумайăшĕ хула хăтлăхĕшĕн сасăлама 3-мĕш хута хăпарать. «Ку пире кирлех мар», - тесе тухса каякансем те пур. Списокра - 18 паркпа сквер. Вĕсенчен виҫҫĕшне суйлама юрать. Чи нумай сасă пуҫтарнă парксене 2018-2022 ҫулсенче тирпей-илем кӳртĕҫ.

Сасăлакансемшĕн мĕн кирлĕрех-ши? Акă Сергейпа Людмила Леонтьевсем иккĕшĕ те «Шупашкар» универмаг ҫумĕнчи лапамĕн хăтлăхĕшĕн сасăланă. «Унта, чăнах та, фонтансем кирлĕ, унсăрăн хитре мар пек туйăнать. Тахҫан илемлĕрехчĕ, тирпейлĕччĕ. «Дорисс» паркшăн та сасăларăмăр - ачасем валли савăнмалăх пултăр. «Чапаев» скверне те илемлетмелле. Центрта вырнаҫнăскер вăл – хула сăнĕ», - пĕлтерчĕ шухăшне Леонтьевсен ҫемйи. Надежда Семенова нумай шухăшланă хыҫҫăн чи малтан Шупашкар кӳлмекĕнчи Театр набережнăйне суйланă. «Парксене илемлĕрех курас килет. Канма, уҫалса ҫӳреме кăмăллă пултăр. Пирĕн тĕп хулара туристсене те килĕштĕр. Иккĕмĕш тата виҫҫĕмĕш сассăма Ашмарин урамĕнчи канупа культура паркĕнчи юман ращишĕн, Мускав проспектĕнчи сквершăн патăм», - терĕ Надежда. Аза Терентьева хула хăтлăхĕшĕн сасăлаттарнишĕн савăнса ҫапла каларĕ: «Пиртен ыйтни – аван. Скверсем, парксем кивелнĕ. Ют хуларан, ытти ҫĕршывран килекенсен умĕнче пире намăс ан пултăр. «Шупашкар – чи таса та илемлĕ хула», - теччĕр. Эпĕ списокри кашни паркшăн та сасăлама хатĕр. Анчах виҫҫĕшне ҫеҫ юрать. Ҫаксемшĕн «чана» лартрăм: Константин Иванов скверĕ, Хĕрлĕ тӳрем, Чапаев скверĕ».
 

Рубрика: 
Теги: