Комментари хушас

19 Пуш, 2018

Журналистсем ырă ĕçсен акцине пуçарнă

Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне халалласа тата ЧР Информполитика министерстви социаллă пĕлтерешлĕ проексен конкурсĕнче грантпа хавхалантарнă "Ырри ан ыртăр" проекта пурнăçласа «Хыпар» издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕ" "Япаласем ахалех паратпăр" акци пуçарать.

«Хыпар» ИÇ ĕçченĕсем Роман Родионов ертсе пыракан Ырă тăвакансен Шупашкарти обществи валли япаласем илсе килеççĕ. Вĕсене нумай ачаллă çемьесене, ачасен, ваттисен çурчĕсене, интерната, пушартан шар курнисем патне çитерĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕсем хăйсен вулаканĕсене акцие хутшанма чĕнеççĕ. Япаласене Пичет çуртне, 607-мĕш пÿлĕме, çитермелле.

Çи-пуç, ача-пăча хатĕрĕ (кÿме, ходунки, сăпка…), пушмак – яланах кирлисен йышĕнче. Çавăн пекех ача-пӑча кӗнеки, канцеляри хатӗрӗ, пусма татӑкӗсемпе вӗтӗ шӑрҫа… йышăнĕç. Килте усӑсӑр выртакан савӑт-сапа (кастрюль, ҫатма, вилка, курка…), тюль, çивитти, вырăн таврашĕ пушарта çунса кайнисене пите кирлĕ пулĕç. Хутаҫа мӗн хунине хут татӑкӗ ҫине палӑртмалла. Хăварт пăсăлман çимĕçе те (кĕрпе, çăнăх, сахăр…) хапăл.