Комментари хушас

23 Пуш, 2018

Хаçат сайтне чăвашла тытса пыма кăмăл кăна кирлĕ

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем «Хаçат сайтне чăвашла тытса пырасси: чăрмавсене сиресси» темăпа семинара хутшăнчĕç. Ăна Чăваш халăх сайчĕн администраторĕ Николай Плотников тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕн тата журналистика факультечĕн журналистика уйрăмĕ ирттерчĕç.

Тÿлевсĕр йĕркеленĕ семинара Чăваш Енри хаçат-журналта тăрăшакансем кăна мар, Чĕмпĕрти «Канаш» тата Тутарстанри «Сувар» хаçатсен тĕп редакторĕсемпе сайтшăн яваплă ĕçченсем те пухăннă.

Семинарăн малтанхи пайĕнче 13-мĕш çул ĕнтĕ Чăваш халăх сайтне хăй тĕллĕн, патшалăх укçисĕр тытса тăракан Николай Плотников сайта çынсене мĕнле илĕртмелли, вĕсене унта епле тытса чармалли пирки каласа кăтартрĕ. Чăваш чĕлхиллĕ сайтсене аталантарма паян нимĕнле чăрмав та çуккине пĕлтерчĕ вăл. Майĕсем çителĕклех, кăмăл кăна кирлĕ. Чăвашла сайт мĕн чухлĕ ытларах, пĕр-пĕриншĕн çавăн чухлĕ усăллине палăртса хăварчĕ. Чĕлхепе усă курсан çеç вăл аталанни те вăрттăнлăх мар-çке.

Семинарăн иккĕмĕш пайне пĕр-пĕринпе хутшăнмалла, опытпа паллашмалла йĕркелерĕç. Тутарстанри чăваш чĕлхиллĕ «суварçăсен» сайчĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хывма та, сăмахран, кăсăклă пулчĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн сайтĕнчи хыпарсемпе паллашакансем йышĕ юлашки вăхăтра ÿссе кайнине асăрханă май пире те хамăр çинчен каласа кăтартма ыйтрĕç.