Комментари хушас

27 Пуш, 2018

Шăтĕ-ши, шăтмĕ-ши?

Вăрлăх туянасси пĕртте ансат мар. Тем тĕрли те пур, анчах илме тăратăн та — аптрамалла. Хутаçĕ хитре, вăрлăхĕ мĕнле- ши? Иккĕленме, чăнах та, сăлтав пур.

Реестрта çук

Акă Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем Шупашкар хулинчи суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ те Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕнче /Госреестр/ çук вăрлăхсене асăрханă. Сăмахран, «Китайский жароустойчивый», «Китайский болезнеустойчивый» хăяр, «Форто», «Зайка моя», «Лисичка» кишĕр вăрри… Çавăн пекех Госреестра кĕртмен «Супернант» кишĕр, «Гранатовый» пылак пăрăç, «Детский смак» тата «Король сев» помидор, «Голубая ель», «Пучковый» укроп вăрлăхĕ куç тĕлне пулнă.
Тепĕр усламçă патĕнче «Мо», «Оранжевый дружок» кишĕр вăррин хутаçĕсем иккĕленÿ çуратнă – вĕсем те асăннă реестра лекеймен иккен. Виççĕмĕш предприниматель те çак реестр çинчен пĕлмен-ши? Ун патĕнче те «Сахарный малыш» тата «Алый сладкий» арпус, «На любой вкус» кавăн, «Аннушка» тата «Все пучком», «Капелька», «Клавдия», «Подарки с грядки», «Суперклушка» хăяр, «Мо» кишĕр вăрлăхне тупса палăртнă. Сăмах май, Шупашкарта кăна мар, районсенчи суту-илÿ вырăнĕсенче те çакнашкал тĕслĕхсем пулнă.
Управленин патшалăхăн аслă инспекторĕ Валентина Никитина каланă тăрăх, кăçал тата пĕлтĕр вăрлăх контролĕ енĕпе республикăра 143 тĕрĕслев йĕркеленĕ май йĕркене пăснă 112 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Йĕркене пăснăшăн 2 юридици тытăмне, должноçри 31 çынна тата 7 усламçа, 60 уйрăм çынна явап тыттарнă.
Вăрлăха сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсемсĕр сутни те – час-часах тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх. Маркировкăра тĕрĕс мар информаци кăтартни те — çине-çинех. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.