Комментари хушас

29 Пуш, 2018

Япони делегацийĕ электрокластер продукцийĕпе паллашрĕ

Паян Японин Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Тоехиса Кодзуки ертсе пыракан делегаци «Шупашкарти электроаппаратура завочĕ» акционер обществинче пулса курчĕ.

Вăл тата Мускаври, Санкт-Петербургри, Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнчи, çĕршыври ытти хулари ултă предприяти «Шупашкарти электроаппаратура завочĕ» компанисен ушкăнне кĕреççĕ.

Обществăн генеральнăй директорĕ Роман Никулин хăнасене кунта туса кăларакан электрооборудование кăтартнă, саккассене пурнăçласа çĕршывăн нумай кĕтесĕнче ăна вырнаçтарни, оборудованисен проекчĕсене еплерех пурнăçлани çинчен каласа пачĕ.

Çавăн пекех делегаци Шупашкарти «ЭКРА» наука-производство предприятийĕ» компанисен ушкăнĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Обществăра хатĕрлекен нумай тĕслĕ продукцие курса хакларĕ.

Посолпа пĕрле çак предприятисенче республикăн экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин пулчĕ.