Комментари хушас

2 Ака, 2018

Чăваш Ен ачисем тăван чĕлхесен олимпиадинче палăрнă

Патшалăх чĕлхисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадине чăваш ачисем те хутшăннă. Тупăшăвăн юлашки тапхăрĕ Хусанти Лев Толстой ячĕллĕ федераци университечĕн Филологипе культура коммуникацийĕн институтĕнче пушăн 29-31-мĕшĕсенче иртнĕ.

Олимпиадăна 9-11-мĕш класра вĕренекенсем тăхăр регионтан пухăннă. Ачасене патшалăхăн тĕрлĕ чĕлхин уйрăмлăхне шута илсе эссе çырма сĕннĕ. Тăван сăмахпа янăракан сăвăсене вырăсла куçармалли ĕç те пулнă. Çуралнă тăрăха презентацилеме, наци çи-пуçĕпе паллаштарма тивнĕ вĕренекенсен.

Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шклата вĕренекен Мария Ядрицова олимпиада çĕнтерÿçи пулса тăнă. Призерсен йышĕнче — Анастасия Мочалова /Шупашкарти 62-мĕш шкул/, Анастасия Мочалова /Шупашкарти 40-мĕш шкул/, Екатерина Павлова /Çĕрпÿ районĕ, Опытный шкулĕ/, Валерия Николаева /Патăрьел районĕ, Туçа шкулĕ/ — та пур.

 

Рубрика: