Комментари хушас

3 Ака, 2018

«Çынна пулăшмашкăн май тупма пултармаллах»

Чылайранпа пĕлетĕп ăна. Ырăлăхĕ, ăш пиллĕхĕ тапса тăнинчен кашнинчех тĕлĕнетĕп. Хăйĕнчен хÿтлĕх кĕтекене пулăшмашкăн кирек хăçан та хатĕр вăл.

ПИРĔН СПРАВКА: Раиса Ерусланова Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Тарканпуç ялĕнче 1938 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Хусан патшалăх медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, КПСС Тĕп Комитечĕн Общество ăслăлăхĕсен академине пĕтернĕ. Истори наукисен кандидачĕ, профессор, РФ Социаллă вĕрентĕвĕн академийĕн, Раççей Социаллă наукисен академийĕн чăн членĕ.

Раиса Ильинична ахаль тухтăртан Республикăри стоматологи поликлиникин тĕп врачне çити çĕкленнĕ. Медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитетне ертсе пынă, халăх депутачĕсен Шупашкар хула Канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕ, Чăваш АССР социаллă ыйтусене тивĕçтерекен министр, Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕн заместителĕ, Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкар хулинчи филиалĕн директорĕ пулнă, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне пĕрре кăна мар суйланнă.

Раиса Ерусланова кун-çулне 1959 çултанпа, хăй Чăваш Ене килнĕренпе, тăван халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн, унăн ырлăх-пурлăхне ÿстерессишĕн тăрăшассипе çыхăнтарнă. Малтан сиплев тытăмĕнче, каярахпа — патшалăх управленийĕн сферинче. Тĕрĕссипе, кун пирки патшалăх пулăшăвне уйрăм çын патне илсе çитерекен ятарлă специалистсем хатĕрлеме пикеннĕ тапхăрта вара самантлăха та манман. Çак тĕллеве хастар хĕрарăм тивĕçлĕ канăва тухсан та улăштармарĕ: пурнăç пахалăхĕ, ĕмĕт-тĕллевĕ паян та 20-30 çул каяллахи евĕрех эппин. Хăй çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи саманан çĕнĕлĕхĕсене вăл объективлă хаклама тăрăшать. Хăй вара лара-тăра пĕлмест: общество пурнăçне яланхиллех пуçаруллă хутшăнать.
Вăл — Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕн членĕ.
— Халăх кун-çулне ырăлăх кĕртессишĕн тăрăшакан хастарсен пархатарлă ĕçне 2016 çултанпа хутшăнатăп, — тет Раиса Ильинична. — Пире тăван чĕлхе малашлăхĕ хумхантарать. Ăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тăтăшах сÿтсе яватпăр, хамăр шухăш-кăмăла пуçлăхсем патне çитеретпĕр. Тулашри йăхташсен пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртессине те тивĕçлипе хаклатпăр.
Ваттисен канашне канăçсăрлантаракан тепĕр çивĕч ыйту — аслă ăру çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. РФ Президенчĕн суйлавĕ умĕнхи тапхăрта кун пирки пĕрре кăна мар калаçнă. Раиса Ильинична шухăшĕпе, ку енĕпе те ырă улшăнусем пуласса шанма май пур. Сăмах май, Ваттисен канашĕ республикăри ят-сумлă çынсене, хăй вăхăтĕнче унăн экономикин тĕрекне вăй илтерме сумлă тÿпе хывнă хастарсене — Василий Шадрикова, Ираида Стекольщиковăна, Федор Мадурова, Федор Карягина, Анатолиий Кибече /çав шутра, паллах, Раиса Еруслановăна/ тата ыттисене — пĕрлештерсе тăрать.
— Хамăр тăван хутлăх пурнăçĕпе тÿрремĕнех çыхăннине чунпа-юнпа туйса тăнă май ырă ĕçсем тата ытларах тăвас килет, — палăртать Раиса Ерусланова.
Вăл çавăн пекех ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствипе тачă çыхăну тытать, ветерансен канашĕн пуçаруллă хастарĕ шутланать: аслă ăру çыннисене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен калаçнипе пĕрлех çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене те çивĕч тишкереççĕ унта.
— Тивĕçлĕ канура пулсан та манăн кун йĕрки ытти чухнехи пекех: ирех тăратăп, паян тумалли ĕç-пуçа палăртатăп. Чăн та, халĕ кĕнеке вулама вăхăт пур. Килти библиотека пуян пирĕн. Иван Бунин, Александр Куприн повеçĕсене интересленсе вулатăп. Унччен Николай Карамзинăн историллĕ ĕçĕсене тишкернĕччĕ. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене уйрăмах кăмăллатăп. Геннадий Максимов, Иван Вутлан кĕнекисене тин кăна вуласа тухрăм. Мăшăрпа Леонид Петровичпа телекуравпа çĕршыври, тĕнчери çĕнĕ хыпарсемпе паллашатпăр, хаçат-журналти статьясене пĕрле сÿтсе яватпăр, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Раиса Ильинична. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.