Комментари хушас

10 Ака, 2018

Çурхи сунар пуçланать

Чăваш Енре çурхи сунар кунĕсем пуçланаççĕ. Ака уйăхĕн 21-30-мĕшĕсенче вĕçен кайăксене тытма ирĕк параççĕ.
Кăçал çурхи сунар вунă куна тăсăлать. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — çак тапхăрта 3-9 сехетсенче ăсан аçисене, 4-9 тата 18-21 сехетсенче хур, кăвакал аçисене хÿтлĕхре пытанса тытма юрать. Çавăн пекех вальдшнеп сунарĕ уçăлать. Кайăка 19-22 сехетсенче тытма ирĕк параççĕ.
Ведомство хÿтлĕхре икĕ сунарçăран ытла пулмалла марри çинчен асăрхаттарать. Кунсăр пуçне çакна та шута илмелле: çурхи сезон ака уйăхĕн виççĕмĕш шăматкунĕнче Чăваш Енри сунар вырăнĕсенче уçăлать. Ку федераци пĕлтерĕшлĕ уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсене пырса тивмест.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.