Комментари хушас

16 Ака, 2018

Урамсемпе картишсене тирпейлеме пуçламалла

Пирĕнпе кÿршĕллĕ облаçсемпе республикăсенче ĕç-пуç çав-çавах çивĕч-ха, Чăваш Енре вара çурхи ейÿпе çыхăннă лару-тăрăвăн чи çивĕч тапхăрĕ хыçа юлнă — хăрушлăх сирĕлнĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан органсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтерчĕ.

Юр ирĕлнĕ май ун айĕнчен халь тĕрлĕ каяш, ытти тухать — территорисене тирпейлеме пуçламалла. Вырсарникун хăй унтан иртнĕ те, Михаил Васильевич шучĕпе, «тĕп хулари «Садовый» микрорайон чи таса мар территори пулас». Транспорт чарăнăвĕсенче - çÿп-çап, каяшсене илсе тухмалли контейнерсем тулса тăкăннă, вĕсен çумĕнче кивĕ сĕтел-пукан, ытти ăпăр-тапăр купаланса выртаççĕ.

Вăл çавăн пекех нумай хутлă çуртсен картишĕсенче кивĕ транспорт хатĕрĕ уйăхĕ-уйăхĕпе ларнăшăн та кăмăлсăрланчĕ: «Тутăхса кайнă, кустăрмисем анса ларнă…» Паллах, вĕсен хуçисем пур, анчах картишсене усă курман çав техникăран пушатмаллах. Çакă терроризм хăрушлăхĕнчен сыхланасссине те пырса тивет. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков иртнĕ шăматкун коммуналлă службăсем субботник ирттернине çирĕплетрĕ, ку енĕпе малалла ĕçлĕç — çу уйăхĕнчи уявсем тĕлне хулана тасатса-тирпейлесе çитермелле.

Рубрика: 
Теги: