Комментари хушас

18 Ака, 2018

Миллионерсем йышлăрах, миллиардерсем вара çук

Укçа-пурлăх калăпăшĕпе пăхсан миллиардерсем те пур-тăр-ха, анчах иртнĕ çулшăн налук декларацийĕ тăратмалли кампани тапхăрĕнче республикăра 2017 çулта миллиард тенкĕ тупăш илни çинчен никам та пĕлтермен — çакăн пирки сăмах. Миллионерсем вара йышланнă - çакна паян ирттернĕ пресс-конференцире Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Алексей Краснов çирĕплетрĕ. Деклараци кампанийĕ вĕçлениччен нумай юлмарĕ, ака уйăхĕн 30-мĕшĕ кăçал кану кунне лекнĕ май ăна çу уйăхĕн 3-мĕшĕччен тăсма йышăннă.

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне налук тÿлекенсенчен 55 пин ытла деклараци йышăннă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 700 деклараци чухлĕ нумайрах. 1 миллионран тытăнса 10 миллион тенкĕ тупăш илни çинчен 1923 çын евитленĕ. 10-ран пуçласа 100 миллион тенкĕ таран тупăш илнисем — 23-ĕн. 100-500 миллион тупăш тунисем — тăваттăн. Çак йыш, каларăм, пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Пĕр çын вара 500 миллионран та пысăкрах тупăш кăтартнă. Сăмах май, иртнĕ çул кунашкаллисем иккĕн пулнă. Услам виçи пирки çак йĕркесен авторĕ татăклăнрах калама ыйтсан та Алексей Юрьевич тĕп-тĕрĕс цифра асăнмарĕ — «500-тен тытăнса 1 миллиард тенкĕ таран» терĕ çеç. «Таран» терĕ тĕк — эппин, миллиардах çитеймен, анчах унтан нумай кая та мар пуль.

Предпринимательсемсĕр пуçне пурлăх сутса, хваттер арендăна парса, лоторейăпа тупăш илнисен, адвокат пÿлĕмĕ уçнисен, хăйсем тĕллĕн ĕçлекен нотариуссен, ыттисен деклараци тăратмалла, ун тăрăх утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен налук тÿлемелле. Автомобиль, çурт е хваттер унăн хуçин харпăрлăхĕнче виçĕ çултан кая мар пулнă тăк — вĕсене сутса илнĕ тупăша патшалăхпа пайлама кирлĕ мар.

Паллах, хваттер туяннă май унăн хакне, вĕреннипе, сипленнипе çыхăннă тăкаксене тупăш шутĕнчен кăларса «вычет» илес кăмăллисем паракан отчет нумай. МИХсен представителĕсем хайхи «вычет» укçине мĕн чухлĕ кĕтмеллипе те кăсăкланчĕç. «Деклараци тăратнă хыççăн камераллă тĕрĕслев виçĕ уйăха тăсăлать, ун хыççăн пĕр уйăхра тÿлеве куçарса памалла», - пулчĕ хурав.

Халь килтен тухмасăрах налук тÿлеме те, деклараци тăратма та май пур — ФНС сайтĕнчи «Налук тÿлекенĕн уйрăм пÿлĕмĕ» урлă. Электронлă майпа алă пуснине кăна илмелле — хăвăрт та питĕ ансат. Унта хăвăр мĕншĕн налук тÿленине, парăм пурри-çуккине те курса-пĕлсе тăма меллĕ. Çак мелпе републикăра нумайăшĕ усă курать ĕнтĕ, «уйрăм пÿлĕмре» регистрациленнисен йышĕ 125 пин çынпа танлашать.

Налукçăсем Уçă алăксен кунĕсен ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Çавнашкал черетлĕ акци ака уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче иртĕ. Налук испекцийĕсем ун чухне вăрăмлатнă ĕç кунĕн режимĕпе — 9-тан тытăнса 20 сехетчен — ĕçлĕç.