Комментари хушас

23 Ака, 2018

Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри вăрман лартмалли куна хатĕр

Чăваш Ен те Пĕтĕм Раççейри вăрман лартмалли куна хутшăнма хатĕрленет. Кăçал ку уяв çу уйăхĕн 12-мĕшĕпе пĕр килет. Акци пĕр кун иртнипе çеç те вĕçленмĕ-ха.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР çут çанталăкпа эколоии министрĕн заместителĕ Марина Трофимова, «Вăрман хуралĕн» директорĕ Владимир Курчин тата «Шупашкарти вăрман хуçалăхĕн» директорĕ Василий Богданов Айлăм вăрманĕнче пулнă. 2010 çулхи пушарта пĕтнĕ лаптăксене лартнă çамрăк хунавсене пăхса çаврăннă вĕсем.

Çуннă вăрмансен лаптăкĕсене чĕртес тĕллевпе 2011-2017 çулсенче 3600 га çĕр çинче хунав лартнă. Волонтерсемпе ырă ĕç тăвакансем тĕрлĕ акци вăхăтĕнче 86 га вăрман лартнă. Хунавсен 80 ытла проценчĕ чĕрĕлнĕ иккен.

Кăçал Айлăм вăрманĕнчи 227 га çинче хунав лартмалла. Волонтерсем пулăшнипе 7 га лаптăк çĕре ĕçлеме хатĕрлесе çитернĕ те.

Чăваш Ен вăрман лартма, акма хатĕр. Çанталăк ăшăтсанах ĕçе пуçăнĕç.

 

Теги: