Комментари хушас

23 Ака, 2018

Паян Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕ иртрĕ. Чăвашла — 69, вырăсла 40 хайлав янăрарĕ кунта.

Вулав уявĕнче илемли хайлавсем çеç мар, чăваш тумтирне тăхăннă хутшăнакансем те, вĕсен янăравлă сасси те, килĕшÿллĕ хусканăвĕ те пулчĕç. Килнĕ хăнасем сцена çинче хăйсене çав тери ирĕклĕ тытаççĕ, вĕсем калакан хайлавсем чуна витереççĕ. Чĕререн тухакан сăмахĕсем куççуль кăлараççĕ. Пĕрисен — култарнипе, теприсен — хурлантарнипе.

«Çак конкурса йĕркеленĕренпех эпĕ — жюри членĕнче. Мероприяти тăваттăмĕш çул Вера Кузьмина ячĕпе хисепленет. Вера Кузьминичнăн ячĕпе ирттерме Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Горигорьев сĕннĕччĕ. Малалла чылай утăм тунине палăртмалла. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан хутшăнакансем хайлав сăмахĕсене чун витĕр кăларни палăрчĕ. Конкурс аталанни савăнтарать. Шкулти вĕрентекенсем вăй хуни куç кĕретех», — йăл кулăпа калаçрĕ чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов.

Çав самантра шăпах унччен Иван Ивановичăн студенчĕ пулнă Вера Понкратова курăнчĕ. Вăл Елчĕкри культура çуртĕнчи халăх театрĕн ертÿçи. «Районта 120 çын хутшăнчĕ. Шупашкара 31 хастарпаа килсе çитрĕмĕр. Вĕсен хушшинче ача садне, шкула çÿрекенсем, районти пултаруллă çынсем», — пĕлтерчĕ Вера Васильевна.

Илемлĕ вулав конкурсне хутшăнакансене пурне те 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш степеньлĕ лауреат ятне парса чысларĕç. Жюри членĕсем ятарлă парнесемпе хавхалантарчĕç. Чи асамлине вара, Вера Кузьминан ятарлă парнине, Шупашкарти 41-мĕш шкулти Анастасия Ларшникова, Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнне çÿрекен Алексей Александров тата Канашри «Грани» çамрăксен театрне çÿрекен Дарья Инокентьева тивĕçрĕç. Алексей Александров сăвă вуланă хушăра юрласа та, ташласа та кăтартрĕ. 

Фоторепортаж...

Рубрика: