Комментари хушас

25 Ака, 2018

Хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пулмалла

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, «Присурский» заповедник çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вăрман пушарĕсенчен сыхланма тата вĕсемпе кĕрешме хатĕр-и? Шăпах çак ыйтăва сÿтсе явнинчен пуçланчĕ республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин паян иртнĕ ларăвĕ.

Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов доклад тунă май пирĕн республикăра ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланнине аса илтерчĕ. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен вара пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнине палăртрĕ. Кăçал вăрман пушарĕсемпе кĕрешес енĕпе мĕнле мероприятисем йĕркелеме планлани тата паянхи кунччен мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕ. «Пĕр мероприятие те пурнăçламасăр хăвармалла мар, кашнийĕнех яваплăха туймалла», — терĕ Михаил Игнатьев.

Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров шыва кĕмелли тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесе мĕнле мерăсем йышăннипе паллаштарчĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх — кăçал Чăваш Енре 14 пляж тата шыва кĕмелли ятарлă 14 вырăн уçма хатĕрленеççĕ. Çакă, Вениамин Петров шухăшĕпе, сахалтарах, çавна май халĕ вырăнти влаç представителĕсемпе шыва кĕмешкĕн ятарлă вырăнсем татах йĕркелемелли пирки калаçаççĕ.

Ларура çавăн пекех ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем çуллахи кампание еплерех хатĕрленнине сÿтсе яврĕç. Суту-илÿпе кану центрĕсенче тата халăх йышлă пухăнакан ытти вырăнта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăннине тишкерчĕç.

 

 

Теги: